13 февраля 2009 г.
Йĕркесене пăхăнманшăн (Правопорядок)
Иртнĕ çул район прокуратури муниципаллă служба çинчен йышăннă законсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев муниципаллă служащисем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пыман тĕслĕхсем тупса палăртрĕ.
Çапла законпа килĕшÿллĕн муниципаллă служащин тивĕçлĕ йĕркепе çуллен налог органĕсене мĕн чухлĕ тупăш пырса кĕни тата хăйĕн харпăрлăхĕнчи пурлăх (вăл налог хумалли объект шутланать) пирки сведенисем тăратмалла. Анчах районти хăш-пĕр муниципаллă служащисем çак йĕркене пăхăнмаççĕ. Çапла Тăрмăш, Чутей тата Тăвай ял поселенийĕсенчи муниципаллă служащисем 2007 çулшăн налог органне харпăр хăйĕн тупăшĕпе харпăрлăхри пурлăх пирки декларацисем тăратман. Тăрмăш, Тĕмер, Тушкил ял поселенийĕсенчи муниципаллă служащисем банк учрежденийĕсем умĕнче кредит обязательствисем пуррине кăтартмасăр справкăсем панă тĕслĕхсем пулнă.
Эльпуç ял поселенийĕн администрацийĕнче виççĕмĕш разрядри специалист должноçне – ял поселени пуçлăхĕн çумĕн тăванне ĕçе илнĕ, “Раççей Федерацийĕнчи муниципаллă служба çинчен” Федераллă Законпа (2007 çулхи мартăн 2-мĕшĕ, 25-мĕш ") килĕшÿллĕн çакна тума юрамасть, мĕншĕн тесен ку должность специалистсем ăна пăхăнса тăнипе тата вĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăрассипе çыхăннă.
Мучар ял поселенийĕн администрацийĕнче поселени пуçлăхĕн çумĕнче ĕçлеме аслă професси пĕлĕвĕ çук çынна илнĕ. Çакă Чăваш Республикин 2007 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчи 62-мĕш номерлĕ “Чăваш Республикинчи муниципаллă служба çинчен” Законне хирĕçлет.
Тĕрĕслев результачĕсем тăрăх ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе закона пăснине пĕтерме ыйтса представленисем тăратнă, вĕсем тăрăх должноçри 7 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.
А.ГАВРИЛОВ, район прокурорĕн çумĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"