13 февраля 2009 г.
Суя хыпарсемпе шăнкăравсем (Общество, правопорядок)
Мĕнле кăна çын çук пуль пирĕн пурнăçра( Пĕрисем уйăхĕпе тар кăларса укçа-тенкĕллĕ пулаççĕ. Теприсем çынна улталаса пуяççĕ.
Нумаях пулмасть пĕр хĕрарăм хăй çурăк валашка умне ларса юлни пирки пĕлтерчĕ. “Манăн пурнăç хăрушлăхра, паянах çак номер çине пĕр пин тенкĕ куçар. Иван”,– текен хыпар илнĕ иккен вăл телефонпа. Каç çывхарнине пăхмасăр укçа куçарма васканă. Çакăн хыççăн тин ывăлĕ патне шăнкăравланă. Вăл амăшĕнчен укçа ыйтман та пулнă иккен.
Преступниксем сотовăй телефонпа усă курса та çынсене улталама вĕренсе çитрĕç. Вĕсем ватăрах çынсем патне каç енннелле шăнкăравлаççĕ е хыпар яраççĕ. Кайран вара шăнкăравласан, хăйсем тытмаççĕ телефонне. Çавнашкал шăнкăравсем пулсан малтан хăвăрăн çывăх çыннăрсем патне шăнкăравлăр, вăл чăнах та йывăрлăха лекни пирки çирĕплетĕр. Хăвăра шăнман пăр çине лартма ирĕк ан парăр.
Б.БОРИСОВ, шалти ĕçсен районти пайĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"