13 февраля 2009 г.
Культура учрежденийĕсен бази тĕрекленĕ (Культура)
Районта 2007–2010 çулсем валли культурăпа искусствăна аталантарма ятарлă программа йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ акцисемпе мероприятисем ирттерсе пынă. 2008 çул Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май “Мухтав саманчĕ” смотр-конкурс, “Тăвай шевлисем” эстрада юррисен фестивальне, драмколлективсемпе ача-пăча студийĕсен, такмакçăсен, балалайка калакансен, купăсçăсен, халăх инструменчĕсемпе вылякансен, ал ĕç ăстисен изделийĕсен смотр-конкурсĕсене йĕркеленĕ. Вырмара районти культура çурчĕ çумĕнчи агитбригада ял ĕçченĕсене йĕтемсемпе стансене тухса хавхалантарнă. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене халалланă уявра пысăк концерт панă. Ноябрĕн 6-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина 85 çул тултарнине уявлама çĕршер çын хутшăннă.
Библиотекăсенче, культурăпа кану учрежденийĕсенче паллă датăсемпе тĕрлĕ мероприятисем, тематика каçĕсемпе диспутсем, информаци сехечĕсем, право, моральпе этика темисемпе, сывă пурнăç йĕркипе калаçусем чылай йĕркеленĕ.
Иртнĕ çул 13773 вулакана 291144 кĕнекепе тивĕçтернĕ. Районта пурăнакан кашни çын пуçне 14,1 кĕнеке тивет.
Пултарулăх коллективĕсем республикăри тĕрлĕ мероприятисене ăнăçлă хутшăнаççĕ. “Надежда” ача-пăча театр студийĕ "РДК çумĕнче" Вăрмар зонинчи фестивале, Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи ачасен “Искорка” ташă коллективĕ республикăри “Сывă-и, Мир!” фестивалĕн зонăри конкурсне хутшăнчĕç. Тăрмăшри Алина Петрова “Чăваш пики” республикăри конкурсра район чысне хÿтĕлерĕ. Чăваш эстрадин Тăвайри çамрăк юрăçисене Пĕтĕм чăвашсен IХ конкурс-фестивалĕнче те курма пулчĕ. Чăваш патриархĕ И.Яковлев çуралнăранпа 160 çул тултарнине халалланă конференцин концерт программине хутшăнса “Тăвай ен” ансамбль Чĕмпĕрте концерт пачĕ. Асăннă ансамбль Кемĕре Михайловка ялĕ пуçланса кайнăранпа 100 çул тултарнине уявлама кайса килчĕ. Пĕтĕм мероприятие çырса пĕтерейрес çук.
Культура учрежденийĕсен базисене тĕреклетес тĕллев тăрать. Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ юсаса лайăхлатнă хыççăн ял çыннисен, уйрăмах çамрăксен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Ăна республикăри культурăпа кану учрежденийĕ шутне кĕртсе музыка тата компьютер хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Нăрвашри культура çуртне тĕпрен юсама республика программинчен 650 пин тенкĕ уйăрса панă. Çав тĕллевпех район бюджетĕнчен те уйăраççĕ. 28 культура учрежденийĕнчен 19-ăшне çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ. 2008 çулта Кармалти культура çуртне газ кĕртнĕ. Йăнтăрчăри, Улянкăри культура учрежденийĕсен çурчĕсене газ илсе çитерме проектпа смета документацийĕсем хатĕрлесе çитернĕ. Тăрмăшри, Нăрвашри, Пуянкассинчи, Ураскассинчи культура çурчĕсенче, Çĕнçырма клубĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
Культурăпа кану учрежденийĕсенче 56 специалист ĕçлет, вĕсенчен 22-ĕшĕн – аслă, 18-ăшĕн – ятарлă вăтам пĕлÿ.
“Чăваш Ен культури: 2006–2010 çулсенче” республикăн тĕллевлĕ программинчен тата 2007-2010 çулсенче Тăвай районĕнче культурăпа искусствăна аталантармалли программăран районти культура учрежденийĕсем умне тата пысăкрах тĕллевсем тухса тăраççĕ. Кăçалтан районта информаципе методика центрĕ уçăлчĕ.
Г.МАСЛЕННИКОВ, социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"