АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Единая Россия” – ял аталанăвĕшĕн (Общество)

10 февраля 2009 г.

“Единая Россия” – ял аталанăвĕшĕн (Общество)
“Кризисла пулăмсем вăхăтĕнче те укçа-тенкĕ сферинче тата экономика секторĕнче Чăваш Енре ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшасси республика бюджечĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ тăкаксен шутĕнчех юлать, патшалăх пулăшăвĕн субсидийĕсене пур енĕпе те туллин уйăрса парĕç”.
ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче” Çыруран.
 
Юлашки çулсенче ял çыннин пурнăç шайне ÿстерес, унăн пурнăçĕн паха енĕсене, культурине аталантарас, ял хуçалăх производстви валли лайăх условисем туса парас тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ. ЧР Президенчĕн, “Единая Россия” политика партийĕн Аслă Канашĕн членĕ Н.В.Федоров пуçарăвĕпе тата парти пулăшса пынипе республикăри ялсене пурне те çутçанталăк газĕ илсе çитернĕ, хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтараççĕ. 2008 çулта Раççейре 700 километра яхăн çул тунă пулсан, çав шутран 425 километрне – Чăваш Енре. Республикăра тĕслĕх библиотекисен сетьне йĕркеленĕ, çемье врачĕн офисĕсем, физкультурăпа спорт комплексĕсем уçăлаççĕ.
Тĕнчери экономика кризисне пăхмасăр, Чăваш Ен ял хуçалăхне аталантарас ĕçе малалла та тăсĕ. 2009 çула республикăра çĕр ĕçченне халаллани те çакнах çирĕплетет. Çулталăк пуçлансанах Президент “Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта пурнăçласси çинчен” Указ кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялта пурăнаканăн пурнăçĕ тата хăтлăрах пулĕ.
2008 çул вĕçĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкне регистрацилеттернĕшĕн илекен пошлинăна чакарассипе улшăнусем кĕртнĕ. Çапла вара уйрăм çынсенчен илекен патшалăх пошлинине 500 тенкĕрен 100 тенкĕ таран, организацисенчен – 7500 тенкĕрен 100 тенкĕ таран хăварнă. Пĕтĕмĕшле харпăрлăхри çĕр лаптăкĕсенчи харпăр хăйĕн пайне регистрацилеттернĕшĕн халĕ 50 тенкĕ кăна тÿлемелле.
Унсăр пуçне Федераллă налог служби ял хуçалăхĕнче продукци туса илес ĕçре усă куракан тата ял хуçалăх производителĕсем çине регистрациленĕ транспорт хатĕрĕсемшĕн налог тÿлеттерессине пăрахăçланă.
“Единая Россия” пуçарăвĕпе ялта ĕçлесе пурăнакансене çăмăллăхлă субсидисем параççĕ, кредитсем тăрăх тÿлемелли тăкаксен пĕр пайне федераллă бюджетран саплаштараççĕ.
В.НИКОЛАЕВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика