10 февраля 2009 г.
Ăшă сăмахпа та сиплеççĕ (Здравоохранение)
Сывлăх пур чух кăмăл-туйăм та аван. Пурăнас килет, ĕçлеме хавхалану пур. Чирлесен вара тухтăрсем патне васкатпăр. Вĕсемпе канашласа сипленнинчен ырри нимĕн те çук. Юлашки вăхăтра юн пусăмĕ ÿснипе аптăрама пуçларăм. Çĕнĕ çул хыççăнхи “каникул” кунĕсенче больница ĕçлемен кунсенче темиçе хутчен те васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекенсенчен пулăшу ыйтма тиврĕ. Пĕринче Ираида Шустимова, Мария Ломоносова, тепрехинче Валентина Павловапа Зоя Михайлова, Галина Исаева юн пусăмне чакарма кирлĕ уколсем турĕç. Мĕнле эмелсем ĕçсе тăмаллине ăнлантарчĕç. Çавăн пекех Валерий Павлов, Анатолий Толков, Анжелика Георгиева, Александр Петров, Иван Сергеев, Николай Никонов фельдшерсене те ырăпа асăнмалла. Çавăн пекех Л.Игнатьева, Л.Капитонова, А.Чернов, Л.Павлова врачсене, физиотерапи кабинетĕнчи Н. Афанасьева, Л.Пимулина, В.Хумышева, процедура кабинетĕнчи Т.Афонина, С.Захарова, Т.Петрова медсестрасене, юн, ытти анализсем тунă çĕрте ĕçлекенсене тав сăмахĕ калас килет. Хăвăр та çирĕп вăй-халлă пулăр, сывлăх хуралçисем.
Р.ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"