10 февраля 2009 г.
Демографи политикин витĕмĕ (Общество)
ЗАГС пайĕ иртнĕ çул 644 акт регистрациленĕ, вĕсенчен 192-шĕ ача çурални çинчен, 303-шĕ – çын вилни, 99 – мăшăрланни, 36 – уйрăлни, 10-шĕ ашшĕлĕхне палăртни çинчен. Унсăр пуçне 3 çын ят улăштарнă, 1 акт ачана усрава илнипе çыхăннă.
Иртнĕ çул 86 арçын ачапа 106 хĕрача çуралнă, умĕнхи çулхинчен 14 ача нумайрах. 88 ача çемьере пĕрремĕш, 17-шĕ иккĕмĕш, 29-шĕ – виççĕмĕш шутланаççĕ. Сакăр çемьере кăна 4-мĕш тата ытларах ача хушăннă.
2007 çулхипе танлаштарсан, иртнĕ çул 46 çын сахалрах вилнĕ. Тăвай ял поселенийĕнче вара çуралнисен йышĕ вилнисенчен иртрĕ (56–55). Çĕнĕ Пуянкасси ял поселенийĕпе 14 ача çуралнă, 15 çын вилнĕ.
Çынсем мăшăрланасси унчченхинчен 28 сахалрах пулнă. Çĕнĕ çемьесенчен 98 процентне савăнăçлă лару-тăрура çырăнтарнă. Уйрăлакансен хисепĕ вара унчченхи шайрах. Çĕнĕ çемье чăмăртакансем Тăвай ял поселенийĕнче нумайрах пулнă (26), Тĕмер ял поселенийĕпе мăшăрсем уйрăлнă тĕслĕх пĕрре те пулман.
ЗАГС пайне граждансенчен, организацисенчен, ытти регионсенчи ЗАГСсенчен, 866 заявленипе запрос пырса кĕнĕ. Çын çуралнине ĕнентерекен документа тепĕр хут илесси ÿснĕ. Çĕр пайне регистрацилемелли процедурăсене ансатлатнă май, граждансем çурт-йĕре, çĕре, дачăсене харпăрлăха илес пирки тăтăш документсем тутараççĕ. Хăш-пĕр документсене, çуккипе, юрăхсăра тухнипе е тивĕçтермен пирки, çĕнĕрен тутарма тивет. Çапла çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна 2008 çулта 327 çын тепĕр хут илнĕ. Унсăр пуçне 723 справка панă, акт хучĕсене тÿрлетсе, хушса, улăштарса 23 заключени çырнă. Организацисем ыйтнă тăрăх вĕсене акт хучĕсен 76 копине ярса панă тата ытти тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă. ЗАГС пайĕ урлă 1463 документ тухса кайнă. Граждан акчĕсене регистрациленĕшĕн, ытти юридици пĕлтерĕшлĕ ĕçсемшĕн 71000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлеттернĕ. Çак ĕçсене законпа килĕшÿллĕн, вăхăтра та тĕрĕс пурнăçласа пынă. Граждансем кăмăлсăр пулса çăхав çырнă тĕслĕхсем пулман.
Архив фончĕпе, патшалăх регистрацийĕн акт хучĕсен кĕнекисене шута илессипе, ĕçлесе хатĕрлессипе тата упрассипе куллен ĕçлесе пынă. Акт хутне кĕмесĕр е упранмасăр юлнă уйрăм самантсене республика архивĕнчен çырса илсе кĕртнĕ, 17 кĕнекене хуплашка тутарттарнă. Вĕсен шутĕнче – вилнисем çинчен 1985 çултан пуçласа 1990 çулччен, мăшăрлану акчĕсен 1977 çултан пуçласа 1985 çул таран тата 2007 çулшăн, çавăн пекех 2007 çулта вилнисемпе çуралнисен кĕнекисем.
Архиври акт хучĕсен электронлă базине пуянлатса пырассипе чылай ĕçленĕ. 2008 çул вĕçленнĕ тĕле электронлă архива 16 пин запись кĕртнĕ. Халĕ кунта 1985 çул таран пур йышши акта та тупма пулать.
ЗАГС пайĕ хăйĕн ĕçне лайăхлатса пыма, çынсене патшалăх акчĕсене регистрацилемелли йĕркесемпе туллинрех паллаштарма тăрăшать. Кунта килекенсем стендсемпе, районти демографи лару-тăрăвĕн кăтартăвĕсемпе, тĕрлĕ информаципе паллашма пултараççĕ. ЗАГС ĕçĕ-хĕлĕ çинчен район администрацийĕн сайчĕ çинче те материалсем тупма пулать. Район хаçачĕпе çыхăну тытатпăр, 12 статья пичетленĕ.
Мăшăрлантарассипе пĕлтĕр республикăри конкурса хутшăнтăмăр, финала тухма тивĕçрĕмĕр. Пире Чăваш наци конгресĕнчен Тав хучĕ тата хаклă парне пачĕç.
Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май çемьери ырă йăласене çирĕплетсе хăварассипе, унăн обществăри сумĕпе пĕлтерĕшне ÿстерессипе чылай тăрăшнă. Çулталăк пуçламăшĕнчех çемье юбилейĕсен списокне туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн 4 çемье бриллиант (60 çул пĕрле пурăнсан), 13 çемье ылтăн, 3 çемье кĕмĕл туйĕсене уявларĕç. Çавăн пекех фарфор (20 çул) тата кантăк (15 çул) туйсене палăртнă. Пепке çуралсан çамрăк ашшĕпе амăшне чысласси йăлана кĕрсе пырать.
З.ГАВРИЛОВА, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"