06 февраля 2009 г.
Халăх йышне шута илни – пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç (Общество)
2010 çулта – çĕршывра халăх перепиçĕ. Çынсем ун пирки тĕрлĕрен шутлаççĕ. Пĕрисем вăл кирлĕ, теприсем унран усси сахал теççĕ. Унран пăрăнма тăрăшакансем те пур. Çавăнпа та çак тата ытти ыйтусем çине эпир Патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи территори органне ертсе пыракан Ю.К.Маркова хуравлама ыйтрăмăр. Вăл экономика наукисен кандидачĕ, 40 ытла наука статйин авторĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусемпе 4 монографи пичетлесе кăларнă. Унăн ятне “Раççейĕн чи пултаруллă çыннисем” энциклопедие кĕртнĕ. Аяларах унран илнĕ интервьюпа паллашма сĕнетпĕр.
Юрий Клементьевич, кĕскен çитес çулхи халăх перепиçĕн тĕллевĕсемпе, унăн ырă енĕсемпе паллаштараймăр-ши;
“Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ” Федераллă законпа килĕшÿллĕн Раççей территорийĕнче вăхăтран вăхăта çынсем пирки сведенисем пухма палăртнă. Çав сведенисем демографи, экономика тата социаллă пурнăç ыйтăвĕсене пĕтĕмлетме кирлĕ. Вĕсем пурнăçăн пур сферине те пырса тивеççĕ. Перепись халăх йышне, çынсен пурнăç условийĕсем мĕнлине, иртнĕ перепиçренпе пулнă улшăнусене палăртать. Вăл экономикăра прогноз тума, халăха ĕçпе тивĕçтерес политикăна тытса пыма кирлĕ. Власть органĕсем перепись кăтартăвĕсем тăрăх çĕршыва ертсе пырас ĕçре йышăнусем кăлараççĕ. Çапла 2002 çулхи перепись пĕтĕмлетĕвĕсем çĕршывра приоритетлă наци проекчĕсем йышăнма пулăшрĕç. Ку вăл “АПК аталанăвĕ”, “Раççей гражданĕсене – хăтлă çурт-йĕр”, “Сывлăх” тата “Вĕрентÿ”. Тепĕр енчен, перепись вăл çĕршыв летопиçĕ те, унăн историйĕ те. Пĕр сăмахпа, çĕршыв сăн-сăпачĕ.
Ахăртнех патшалăх перепиçĕнчен пăрăнас шухăшлă çынсем те пур. Вĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр;
Çапла унашкаллисем те тĕл пулаççĕ. Хăшĕ-пĕрисене перепись материалĕсем налог службин аллине лекме пултарасси шиклентерет. Тÿрех калатăп, уйрăм çынсем çинчен пухакан сведенисем никам аллине те лекмеççĕ, вĕсене ĕçлесе хатĕрленĕ хыççăн тин пĕтĕмлетсе кăлараççĕ. Çитменнине, эпир çынсен тупăшĕн виçи пирки информаци пухмастпăр. Çамрăксен хăшпĕр представителĕсем перепись материалĕсем çар комиссариачĕсене çар службинчен пăрăнакансене шыраса тупас ĕçре кирлĕ пулма пултараççĕ тесе пăшăрханаççĕ. Кăлăхах. Конфиденциаллă сведенисене никама та кăтартмаççĕ, уншăн переписчик уголовнăй йĕркепе явап тытать.
Иртнĕ халăх перепиçĕ тăрăх Чăваш Енре пурăнакансем нацилĕх енĕпе еплерех курăнаççĕ;
Раççейре 145,2 млн. çын пурăнать, çав шутра Чăваш Енре – 1313,8 пин çын. Хуласенче пурăнакансем – 796,2 пин, ялсенче – 517,6 пин. Республикăра 97 национальность тата 9 этноушкăн представителĕсем пурăнни паллă. Халăх йышĕпе чăвашсем 1-мĕш вырăнта тăраççĕ – 889,3 пин çын е республикăра пурăнакан халăхăн 67,7 проц. 2-мĕш вырăнта вырăссем – 348,5 пин çын (26,5 проц.). Чăваш Енре пурăнакансем хушшинче çавăн пекех тутарсем 36,4 пин (2,8 проц.), мордвасем 16 пин (1,2 проц.) шутланаççĕ. Раççей территиорийĕнче пĕтĕмпе 1 млн. та 637 пин чăваш пурăнать, урăхла каласан, пĕтĕм чăвашăн 46 проценчĕ республика тулашĕнче пурăнать.
Çитес перепиçпе çы-хăннă кăçалах пурнăçламалли тĕллевсене палăртаймăр-и;
Перепиçе хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Иртнĕ çул хăшпĕр регионсенчи районсенче сăнавлă перепись (хăйне евĕр “генеральнăй репетици”) йĕркеленĕ. Вăл патшалăх статистикин Федераллă службин территори органĕсен представителĕсене çырав ĕçне хăнăхтарассипе те çыхăннă. Кадрсем (уполномоченнăйсем) суйласа илес ĕçе вĕçленĕ темелле. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен перепиçе хатĕрленес ĕçе экономистсене те явăçтарма пăхнă. Ялсенче урамсен, çуртсен списокне тăвассине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Паллах, халăх хушшинче информаципе ăнлантару ĕçне анлăнрах туса пымалла. Ĕç нумай тата яваплă.
Тавтапуç калаçушăн.
Калаçăва И.СОЛОВЬЕВ журналист çырса илнĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"