06 февраля 2009 г.
Нумайрах çурт юсаттарса юлар (Строительство)
Коммуналлă хуçалăхри улшăнусем пирки “Ял ĕçченĕ” хаçатра пĕрре кăна мар пичетленчĕ. Апла пулин те хваттерсенче пурăнакансене çĕнĕлĕхсем канăç памаççĕ. “Хваттер укçине малашне ăçта тÿлемелле-ши; Пĕр ялта пурăнатпăр пулин те, мĕншĕн икĕ тĕрлĕ счет çине укçа куçармалла; 2012 çулччен Тăвайри пур çурта та юсаса ĕлкĕрейреççĕ–и; Коммуналлă хуçалăх малашне пулмасть–им;“– текен ыйтусемпе тăтăшах интересленеççĕ вулакансем. Çавăнпа пирĕн корреспондент асăннă темăпа тепĕр хут кăсăкланнă.
Пĕлтĕр “ЧР вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕн юсасси” ятлă программăна пурнăçа кĕртме пуçланă республикăра. Пурăнмалли çурт-йĕр фондне упрама, нумай хваттерлĕ çуртсене юсассине хăвăртлатма пулăшĕ вăл. Çавăнпа хуласемпе районсенче ертсе пыракан компанисем йĕркеленнĕ. Тăвай енре пурăнакансем те ку программăна хутшăнма кăмăл тунă, район пуçлăхĕ Н.Иванов хушу кăларнă.
Пĕлтĕр çулла хваттер хуçисен пухăвĕнче “Янтиковское” çурт-йĕр харпăрлăхне тытакансен юлташлăхĕ йĕркеленнĕ. Унта район центрĕнчи улттăмĕш котельнăй ăшăтакан объектсем – 24, 26, 28, 30, 32, 34, 36, 38, 42, 44, 46, 50, 52, 54-мĕш çуртсем кĕреççĕ. Вĕсенче пурăнакансен “Россельхозбанк” общество е перекет банкĕ урлă “Янтиковское” юлташлăхăн счечĕ çине куçармалла хваттер, шыв, электроэнерги укçисене.
Çÿлерех асăннă программăна пурнăçлассине лайăхлатма “Мастер” ертсе пыракан компани” тулли мар яваплăхлă общество туса хунă. Унăн ертÿçи – Тăвайра пурăнакан Петр Иванович Алексеев. Унта Ленин проспектĕнчи мăшăрсăр (нечетный) тата 8, 10, 12–мĕш номерсемлĕ, Кооперативнăй урамри икĕ çĕнĕ, Ленин урамĕнчи 50-мĕш çуртсем кĕреççĕ. Асăннă çуртсенче пурăнакансен “Мастер” общество счечĕ çине куçармалла хваттер, шыв, электроэнерги укçисене. Программăпа килĕшÿллĕн, районти нумай хваттерлĕ çуртсене юсама кăçал 6 миллион тенкĕ укçа уйăрма пăхнă. Ку суммăпа Ленин проспектĕни 17, 23, 24, 27, 29-мĕш, Строительнăй урамри виççĕмĕш, юсавпа техника территорийĕнчи пĕрремĕш номерсемлĕ çуртсене тĕплĕн юсама палăртнă. Программăпа килĕ-шÿллĕн асăннă çуртсенчи хваттерсен хуçисен юсав сметин суммин 5 процентне хăйсен пухса, ертсе пыракан компани счечĕ çине ĕçсем пуçланиччен куçармалла. Хваттер укçи тата ытти услугăсемшĕн мĕнле тÿлесе пынине те шута илеççĕ юсав пуçланиччен. Тивĕçлĕ суммăна пухаймасан вара программăна кĕмен, конкурс витĕр тухнă çурта юсама пуçлаççĕ. “Янтиковское” çурт-йĕр харпăрлăхне тытакансен юлташлăхĕпе “Мастер” ертсе пыракан компани” кантурĕ пĕр çĕрте, Ленин проспектĕнчи виççĕмĕш çуртра (культура çурчĕ хыçĕнчен кĕмелле) вырнаçнă.
“Тăвайри çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх” предприятийĕ те ĕçлет. Тулли мар яваплăхлă общество вăл халь. Шыв парса тăрас тата унпа усă курас услугăсемпе тивĕçтерет.
Коммуналлă хуçалăха улшăнусем кĕртмелли тапхăр вĕçлениччен, 2012 çулччен, Тăвайри çуртсене ытларах юсаттарса ĕлкĕрмелле пирĕн. Кайран патшалăх укçа-тенкĕ уйăрма пăрахать. Çулсем иртнĕ май кивелнĕ, юсаман çуртсем юхăнма пултараççĕ. Асăннă ĕç хăвăртрах пулса пытăр тесен хваттер укçине тата юсав сметин 5 процентне вăхăтра тÿлемелле пирĕн. Тĕплĕ юсав тумалли çуртсенче пурăнакансене договор тума кантура пыма йыхравлаççĕ. Паян тумалли ĕçе ырана ан хăварăр. Ыйтусем пулсан, 2–14–76 е 8–9053436047 номерсемпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Пурте пĕрле тăрăшнипе Тăвайра ытларах çурт юсаттарса юлма тăрăшмалла. Çĕнетнĕ çуртсенче хамăра, ачамăрсене пурăнма аван пулĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"