06 февраля 2009 г.
Вăл трактористка пулнă (Общество)
Нина Прокопьевна Чернова (Кузьмина) Амалăх ялĕнче 1925 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Тĕмер шкулĕнче 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăннине пĕлнĕ. Пур çĕрте те мобилизаци йĕркипе çынсене вăрçа илсе кайма пуçланă. Амалăхри вăй-хăват пур çамрăксене Кĕрше ялне пуçтарнă. Вĕсене ертсе пыраканĕ Егор Дмитриевич Перлов пулнă. Çынсене хваттерсем тăрăх вырнаçтарса тухнă, Нина Кузьмина кайри касри Александра Киселева килне лекнĕ. Тепĕр кунне Йăнтăрчă çĕрĕ çинче трасса чавма пуçланă та çăва тухиччен кунта ĕçленĕ. Нинăна çамрăк пирки киле ăсатнă, анчах та нумай вăхăт иртмен – ăна вăрман касма каймаллине пĕлтернĕ. Унăн ашшĕ Прокопий Кузьмич (ăна тракторпа ĕçленине пула броньпа вăрçăран хăварнă) хĕрне Тăвайри МТСа тракториста вĕренме илсе кайнă. Пулас механизаторсене ытларах мастерскойра юсав ĕçĕсем тутарнă, вĕсене Çăлпуç çынни Иван Кузьмич вĕрентнĕ. Çуркунне хурçă утсемпе ялсен уй-хирĕсенче ĕçленĕ. Нинăна ашшĕн 37-мĕш номерлĕ тракторĕпе ĕçлеме шаннă. Прокопий Кузьмича бригадира лартнă. 3 çул хушшинче хастар ĕçленĕшĕн Нина Прокопьевна Хисеп грамоти, медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Шупашкарта тухса тăракан “Чăваш коммуни” хаçатра “17 çулхи комсомолка-трактористка Нина” ятпа статья пичетленсе тухнă.
Канашри механизаци шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн вăл Мучарти Павел Коровин бригадинче пулăшаканра тата механикре ĕçленĕ. Анчах та сивĕ çĕрте ĕçлени, урасене шăнтни сывлăхĕ çинче палăрмасăр тăман. Нинăн икĕ ури те пĕç тĕпĕ таран хытса ларнă. Амалăх çынни Сергей Николаевич врач сĕннипе Нина Прокопьевна килте сипленнĕ хыççăн ура çине тăнă, çемьеллĕ те пулнă.
–Çапла, эпир çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшнă, хамăра хĕрхенмен. Урасем паян та ыратаççĕ, икĕ патак çине тайăнса çеç çÿретĕп, çавах та эпĕ ÿкĕнместĕп, тракторпа ĕçлесе Аслă çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн савăнатăп, – тесе куççулĕсене шăлса илет ветеран.
Эпĕ вара Нина Прокопьевнана çуралнă кунпа саламласа çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатăп.
В.ЧАЙКИН.
Источник: "Ял ĕçченĕ"