03 февраля 2009 г.
Кубок – чемпионра (Спорт)
Районта шахмат вăййине аталантарассишĕн нумай тăрăшнă, ăста шахматистсенчен пĕри пулнă Василий Чернов кубокĕшĕн иртнĕ турнира 9 шахматист хутшăнчĕ. Кĕрешÿ çивĕч пычĕ. Пирвайхи турсенченех В.Пастухов, В.Семенов, Ю.Арестов, Р.Совин лайăх старт илчĕç. Çавах та нихăшĕ те вĕçне çитичччен çухатусăр тухаймарĕç. А.Шишов, В.Семенов, Ю.Арестов 6-шар очко "виççĕшĕн те икшер çухату" пухма пултарчĕç. Харпăр хăй хушшинчи тĕл пулура районăн иртнĕ çулхи чемпионĕ В.Семенов Арестовпа Шишовран иккĕшĕнчен те выляса илнĕ, çавăнпа та унăн коэффициенчĕ лайăхрах, кубок ăна тивĕçрĕ. А.Шишов 2-мĕш, Ю.Арестов 3-мĕш вырăнсене юлчĕç. Пĕлтĕрхи турнир çĕнтерÿçи Р.Совин 4-мĕш, В.Пастухов 5-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Н.Кондратьев (Пуянкасси), лидерсенчен иккĕшне – А.Шишовпа В.Семенова – парăнтарчĕ пулин те, малалла ăнăçсăртарах вылярĕ.
Яланхи пекех ăмăртусем хыççăн 5 минутлă блиц пулчĕ. 12 очко илме май пур çĕртен 9,5 очко пухса Р.Совин çĕнтерчĕ. Асăну турнирĕнче ăнăçсăр вылянă И.Соловьевăн – 9 очко. В.Пастухов кандидат 3-мĕш вырăн йышăннă.
Умра – кубок ăмăртăвĕсем тата район чемпионачĕ.
И.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"