03 февраля 2009 г.
Пичетри сăмахăн вăйĕ пысăк-ха (Общество)
Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Пичет çуртĕнче Раççей тата Чăваш Пичечĕн кунĕсене халалласа массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен савăнăçлă пухăвĕ пулчĕ. Пухăннисене ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова професси уявĕпе саламларĕç, кĕскен чăваш пичечĕ утса тухнă çулпа паллаштарчĕç. “Паян массăллă информаци хатĕрĕсем хастар хутшăнмасăр çынсем республикăра, çĕршывра, тĕнчере пулса иртекен пулăмсем çинчен хыпарсем туллин илеймен пулĕччĕç. Пирĕн вулакансем пичетри сăмаха шанаççĕ. Çакна 2009 çулшăн пичет кăларăмĕсене çырăнасси 10 процент чухлĕ ÿсни те çирĕплетет. Хăюллă та харсăр пулăр, вулакансем патне чи тĕрĕс хыпара çитерессишĕн тăрăшăр”, – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Роза Михайловна.
Уявра тунă ĕçе, конкурссене пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевсем палăртаççĕ, чи пултаруллисене, чи пуçаруллисене чыслаççĕ. Акă “Советская Чувашия” хаçатăн тĕп редакторне А.Соловьева “Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ят панипе саламларĕç. Хаçат кăсăклă тухса тăрать, пурнăçăн тĕрлĕ енĕсене çутатать. Вăл хăй тавра пултаруллă журналистсене пухнă. Çавăнпа та сцена çине асăннă редакцире ĕçлекенсем пĕрре çеç мар тухрĕç. Çавăн пекех “хыпарçăсем” те, радиопа телевиденире ĕçлекенсем те чылай парнене тивĕçрĕç. Марина Карягина тележурналисткăна, Семен Игнатьев фотожурналиста Çемен Элкер, пичет ветеранне Иван Тенюшева Н.Никольский ячĕллĕ премисем парса хавхалантарнă. Район хаçачĕсем хушшинче те пулчĕç маттуррисем. Хамăрăн “Ял ĕçченне” те хурлас килмест. Дипломсем иртнĕ çулсенчи пекех темиçе пулаймарĕç пулин те, коллектив тăрăшнă. Ăна экономика, банк темисене çутатнăшăн дипломпа парне парса палăртнă.
Уяв ячĕпе чăваш журналисчĕсене РФ Журналистсен союзĕн ертÿçи В.Богданов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем П.Семеновпа Н.Бударин космонавт саламлă телеграммăсем янă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Мидуков та пичет ĕçченĕсене професси уявĕпе саламларĕ.
Уяв пухăвĕ умĕн ЧР Журналистсен союзĕн правлени пленумĕ пулнă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – Чăваш журналистикипе чăваш пичечĕн энциклопедине хатĕрлесе кăларасси. Çывăх çулсенче чăваш журналистики 90 çул тултарать, юбилей тĕлне энциклопеди пысăк парне пулĕ. Ăна вара çитес çулах кăларасшăн. Союз председателĕ В.Комиссаров маларахри çулсенче кăларнă “Журналисты Чувашии” (2005), “Городские и районные газеты Чувашии” (2007) кĕнекесене ют çĕршывсенче те пысăк хак панине асăнчĕ.
Пленумра Федерацин Чăваш Енри çыхăнупа массăллă коммуникацисен енĕпе сăнаса тăракан службин тата ЧР Журналистсен союзĕн ертÿçисем Ю.Романовпа В.Комиссаров пĕрле ĕçлемелли килĕшÿ çине алă пусрĕç. Вăл журналистсен прависемпе ĕç-хĕл ирĕклĕхĕн ыйтăвĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă.
Пленум 2009 çулшăн тÿлемелли член укçин çĕнĕ виçине палăртрĕ.
И.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"