АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишме вĕренеççĕ (Общество, образование)

03 февраля 2009 г.

Ишме вĕренеççĕ (Общество, образование)
Йăнтăрчă шкулĕнче Н.Степанов учитель физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе нумай çул ăнăçлă ĕçлет. Вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупса, вĕсене хавхалантарма пĕлет. Ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ тăрăшуллă вĕрентекене.
Николай Петровичăн вĕренекенĕсем республикăри, районти тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче мала тухаççĕ. А.Егоров, А.Борисов, Е.Егоров (10 класс) волейбол вăййинче республикăра 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Хăвăрт утассипе, чупассипе Л.Николаева, М.Германова, Л.Борисова Шупашкартан çĕнтерÿпе таврăнчĕç.
Н.Степанов хăйĕн ĕçне чунтан парăнса туса пырать. Ачасене физкультурăпа туслă пулма кĕçĕн класранах хăнăхтарать. Ашшĕ-амăшĕсене те, ытти çемье членĕсене те явăçтарать тупăшусене. Шкулта çăмăл атлетика, волейбол, кире пуканĕ йăтассипе тата ытти енĕпе секцисем йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть пуçламăш классем хушшинче хăвăрт утассипе ăмăрту иртрĕ. Малти вырăнсене В.Конова (3 кл.), Т.Петрушкова (4 кл.), К.Николаева (2 кл.) йышăнчĕç.
Çак вĕренÿ çулĕнчен Николай Петрович ачасене шывра ишме вĕрентес енĕпе те вăй хурать. Çав тĕллевпе эрнере пĕр кун, ытларикун, шкул автобусĕпе Канаш хулинчи “Локомотив” физкультурăпа спорт комплексне бассейна илсе çÿрет. Ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те питĕ кăмăллă. Пирвайхи çитĕнÿсем те пур. Акă, К.Николаева (2 кл.), А.Конова (6 кл.), Э.Данилова (5 кл.) ишме хăнăхса пыраççĕ.
Шывра ишекенсен секцине çÿрес текенсем чылайăн. Унта суйласа илнĕ чухне вара чи малтан вĕренекен спортпа туслă пулнине шута илеççĕ.
Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче вĕрентÿ ыйтăвĕ çине тимлĕ пăхнă. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çырупа пирĕн шкулти педагогсем те интересленсех паллашрĕç, унтан тухса тăракан тĕллевсене палăртрĕç. “Пирĕн вĕрентекенсемпе шкулсем паян вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне, тăвансене, юлташсене пĕрлештерекен общество тата культура пурнăçĕн чи тухăçлă, интереслĕ тата усăллă центрĕсем пулса тăма пултараççĕ тата тивĕç те. Кашни шкул район тата республика шайĕнчи ăмăртусене тăтăшах хутшăнакан футбол, волейбол, хоккей, баскетбол командисене йĕркелеме пултарать”,–тенĕ Çырура. Н.Степанов пек тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен çынсем мĕн палăртнине пурнăçа кĕртсе пыма вăй-хала шеллемĕç.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн пултаруллă вĕрентекене “Вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ” паллăпа, ЧР Вĕрентÿ министерствин тата ытти Хисеп грамотисемпе чыс тунă, ăна пархатарлă ĕçĕнче тата та пысăк ÿсĕмсем тума вăй-хал, сывлăх сунатпăр.
И.ЕГОРОВА, пуçламăш классен учителĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика