20 января 2009 г.
Пĕтĕм Раççейри искусствăсен I олимпиадинче (Культура)
Пĕтĕм Раççейри искусствăсен I олимпиади Çĕнĕ çул умĕн Мордва Республикин тĕп хулинче Саранскра тĕрлĕ номинацисенче иртрĕ. Программăра ташăсем те, эстрада юррисем те, фольклор та пулнă. Пирĕн республикăран олимпиадăна Тăвайри искусствăсен шкулĕн халăх юррисене юрлакан ансамблĕ (Катя Арапова, Алена Вьюник, Таня Семенова тата Лена Андреева – преподавателĕ Н.Петрова) хутшăнчĕ. Ансамбль “Как за двором, за двором...” вырăс халăх юррине икĕ сасăпа юрларĕ. Хĕрачасем хăйсене çав тери маттур тытрĕç, жюри вĕсене чи пысăк балл пачĕ. Тумĕсем те çав тери килĕшÿллĕ, кĕвĕ янăравлăхĕ те. Çавăнпа та Тăвай хĕрачисем тивĕçлипе олимпиада кубокне çĕнсе илчĕç. «Хăйсем уншăн çав тери савăнчĕç. Киле таврăнсан та, занятисене пымассерен, алла факел тытнă ылтăн тĕспе сăрланă Хĕр кĕлеткине тыта-тыта чуп тăваççĕ», – каласа парать халăх юррисен класне ертсе пыракан Надежда Владимировна Петрова. Ачасен савăнăçне ăнланма пулать. Пурнăçра пĕрремĕш çĕнтерÿ темрен те хаклă мар-и.
Катя Арапова çавăн пекех соло номинацире “Ой, чăн та мар-и çав” чăваш юррине яланхи пекех çÿллĕ шайра юрланă. Анчах тăван стенасем тăван республика çинчен юрланă мордва хĕрачине пулăшнă. Катя 2-мĕш вырăн йышăннă. Ăна медальпе чысланă. Тăвайсен икĕ номерне те – ансамбльпе соло – олимпиадăн юлашки кунĕнчи Гала-концерт программине кĕртнĕ. Вĕсем унта çав юрăсенех тепĕр хут юрласа панă.
Хĕрачасене çĕрлехи Саранск питĕ килĕшнĕ. Хулара “Светотехника” предприятийĕ пуррипе усă курса урамсене неон çутисемпе вăйлă илемлетнĕ. Кашни çурт çинчех тĕрлĕ тĕспе çунакан вывескăсем, агитаципе пропаганда материалĕсем. Саранскăн культурăпа кану паркĕ питĕ хитре. Пăр кермен вара тем пысăкăш лаптăк йышăнать. Çавăн пек çул çÿревсем, конкурссем ачасен асне нумайлăха кĕрсе вырнаçаççĕ. Хĕрачасем вара поезд çине ларсан та тем таранччен олимпиада, хула пирки калаçса пычĕç.
И.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"