20 января 2009 г.
Хирурги уйрăмĕ çĕнелчĕ (Здравоохранение)
Тăвайри тĕп больницăри хирурги уйрăмĕнче те “Сывлăх” наци проектне пурнăçа кĕртсе чылай улшăнусем пулчĕç. Юсаса илемлетрĕç палатăсемпе ытти пÿлĕмсене. Операци тумалли сĕтеле, наркоз памалли аппарата тата ытти оборудованисене çĕнетнĕ. Хирургсен ĕçлемелли условисем самай лайăхланнă çапла. Ю.Степанов, Г.Ильин, Г.Юркин хирургсем миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши; Тивĕçлĕ канура пулин те, юратнă ĕçĕнчех тăрăшаççĕ вĕсем. Çамрăкрах З.Степановапа Н.Дмитриев врачсене май килнĕ таран пулăшаççĕ. Николай Александрович хирурги уйрăмĕнчи ĕçсене йĕркелесе тăрать халь, ирхине е каçхине операци тума васкать. А.Дмитриева операци сестри те çынсен сывлăхĕшĕн тахçантанпах тăрăшать.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"