АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕлле те лайăх сăвăм (Сельское хозяйство)

20 января 2009 г.

Хĕлле те лайăх сăвăм (Сельское хозяйство)
Иртнĕ çулхи çулларанпа “Акконд-агро фирма” обществăн комплексĕ выльăх-чĕрлĕхпе тулсах пычĕ. Чăн та, хăш-пĕр чăрмавсем пулнă пулин те. Халĕ кунти сĕт кĕтĕвĕн йышĕнче пурĕ 472 пуç шутланать, вĕсенчен 395-шĕ пăруланă. Çамрăк ĕнесем сĕт аван антараççĕ, паянхи куна талăкра вăтамран 15-шер килограмм паха продукци параççĕ. Çапла вара комплексра куллен 5,8 тонна ытла сĕт суса илеççĕ, 5,4 тоннăран кая мар сутлăх ăсатаççĕ. Çапла вара таварлăх продукци хисепĕ те пĕчĕк мар. Сĕтпе перекетлĕ пулас, унпа тĕллевлĕ усă курас тесе, пăрусем валли ăна улăштарма май паракан апат хатĕрленине каласа пачĕç комплексри специалистсем. Сăмах майăн асăнсан, “Акконд-агро фирма” общество сĕте “Сĕтпе сĕт продукчĕсен техника регламенчĕ” федераллă законпа килĕшÿллĕн туса хатĕрленĕ сертификатпа сутать. Ăна кунта районта пĕрремĕш илнĕ, терĕç.
Ĕнесем витере тăватă ушкăнра тăраççĕ, вĕсене, комплекса ертсе пыракансем каланă тăрăх, тăватă оператор сăвать. Выльăхсем матсем çинче выртса тăраççĕ, унта вĕсене пăчкă кĕрпи сарса параççĕ. Çакă вăл продукци пахалăхĕшĕн тăрăшнипе çыхăннă, терĕç комплексра ĕçлекенсем. Пăчкă кĕрпи сарсан ĕнесем хăйсем те, çиллисем те пит вараланмаççĕ. Комплекс вара пысăк пахалăхлă продукци ăсатать.
Выльăхсене талăкĕпех витере усраççĕ. Анчах, çанталăк ăшăтсан вĕсене уçă сывлăша кăларас шухăш та пур комплекс ертÿçисен. Çакна валли картасем туса хунине каларĕç.
Паллах, продукци хисепĕ апатран нумай килет. Комплексра выльăхсене тулăх та тивĕçлĕ тăрантарма тăрăшаççĕ. Ĕнесен “менюне” хатĕрленĕ чухне вĕсем мĕнле ушкăнра пулнине шута илеççĕ. Апат хутăшĕпе пĕрле выльăх организмĕшĕн усăллă тĕрлĕ витаминлă тата минераллă хушкăчсем те параççĕ. Апат хутăшĕ хăй кукуруза силосĕнчен, пĕр тата нумай çул ÿсекен курăксенчен хывнă сенажран, утăран, концентратлă тата минераллă апатсенчен тăрать. Ăна выльăхсене миксерпа валеçсе параççĕ. Ку ĕçе Владимир Ерасов пурнăçлать, терĕç. Апатсене тиеме те механизм пулăшать. Владимир Максимов тăрăшнине пĕлтĕмĕр ку тĕлĕшпе. Пухăнакан тислĕк шĕвекне уя пĕлтĕр кукуруза пулнă çĕре Т-150 трактортан кăкарнă пысăк МЖТ цистернăпа Михаил Егоров илсе тухать. Витери ĕçсене, паллах, электроэнерги тата механизмсен вăйĕпе тăваççĕ.
Комплексра сĕт хушăнса пырать. Çакна кулленхи сăвăм кăтартăвĕсемпе çирĕплетсе пачĕç. Пăруласа пынă май, çамрăк пăрусен хисепĕ те ÿсет. Çирĕм кунччен вĕсене комплексрах пăрулаттаракан уйрăмра тытаççĕ. Унтан Тăвай фермине куçараççĕ. Çамрăк вăкăрсен пĕр ушкăнне сутнă, тата та сутма пултарассине систерчĕç.
Продукци ÿсни, тупăш кĕни, çамрăк пăрусемпе пĕрле йыш хушăнса пыни, паллах, кăмăллă япала. Тикĕс, перекетлĕ ĕçлесен, тăкаксем ытлашшипе саплашăнса пымалла. Çакна тĕпе хунă та вĕт-ха комплекса никĕсленĕ чухне. Çавăншăн тимлемелле те.
И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика