23 января 2009 г.
Хĕллехи çул çинче питĕ тимлĕ Пулар (Правопорядок)
Автотранспорт çынсемшĕн меллĕ те усăллă. Çав хушăрах хăрушлăх кăларса тăратма та пултарать. Хальхи вăхăтра вара аварисем ытларах пăрлаклă çулсем çинче водительсем хăвăртлăха пăхăнманнипе тата çуран çÿрекенсем правилăсене пăснипе пулаççĕ. Пирĕн районта та харпăр хăй автотранспорчĕсем çулсерен нумайланса пыраççĕ. Паянхи куна Тăвай районĕнче 3763 единица автомототранспорт шутланса тăрать. Çулсем çинче куçăм вăйлансах пырать. Çавна пула автоаварисем пулас хăрушлăх та ÿсет. Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕнче пирĕн район çулĕсем çинче 17 инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ. Вĕсенче 3 çын пурнăçĕ татăлнă, çирĕм иккĕшĕ больницăра сипленсе тухнă.
Руль умĕнче ытларах çамрăксем лараççĕ. Вĕсем вара хăвăртлăха ÿстерме, ĕçсен руль умне ларма юратаççĕ. Йĕркене пăхăнманран йывăрлăха лекеççĕ.
Тротуар пур çĕртех çуран çÿрекенсем çул хĕррипе утни те ырă патне илсе çитермест. Уйрăмах Тăвай тăрăх иртекен çул çинче çуран çÿрекенсене тротуарсемпе çÿреме ыйтас килет. Мĕншĕн тесен çул хĕррипе çÿрекенсем автомототранспорта кансĕрлеççĕ, хăйсем те йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултараççĕ.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн пурте тăрăшар. Водительсенчен, хуçалăхсенчи автотранспорт хуçисенчен, çуран çÿрекенсенчен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ ГИБДД работникĕсем. Инкексем ытларах çул-йĕр правилисене пăснипе пулаççĕ. Çакна водительсен хăйсенех ăнланса илмелле.
Çулсем çинче пулакан инкексен шучĕ чактăр тесе, тĕрлĕрен рейдсемпе операцисем ирттеретпĕр халь. Çавăнпа юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Çул-йĕр правилисене яланах çирĕп пăхăнар, хăвăрăн тата ыттисен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратар мар.
Водительсемпе çуран çÿрекенсем пĕрне-пĕри сума суни çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн, хамăршăн тăрăшни пулĕ.
А.ГЕРАСИМОВ, ГИБДДн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"