АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейре пултăмăр (Культура)

23 января 2009 г.

Музейре пултăмăр (Культура)
Йăнтăрчăри вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренетпĕр. Пирĕн класс ертÿçи – Ирина Ивановна Егорова. Вăл час-часах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Викторинăсем, интереслĕ калаçусем, вăйăсем, экскурсисем пулаççĕ.
2 тата 4-мĕш классен ачисем Ирина Ивановнăпа тата Людмила Петровнăпа пĕрле Тăвайри краеведени музейĕнче пулса куртăмăр.
Пире музей директорĕ Светлана Архиповна Сергеева хаваспа йышăнчĕ. Вăл тĕрлĕ пÿлĕмсем тăрăх илсе çÿрерĕ. Малтанах пуканесен выставкипе паллашрăмăр. 20 тĕрлĕ пукане унта. Çав чипер япаласене ĕçчен алăсем тунă. Ытти пÿлĕмсенче те пултăмăр. Авал çынсем мĕнле пурăннине, мĕнле савăт-сапапа, алĕç хатĕрĕсемпе усă курнине куртăмăр. Ĕлĕкхи укçасем питĕ кăсăклă пулчĕç. Вăрçăра пулнă паттăрсем çинчен итлерĕмĕр, вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе, çырăвĕсемпе, тумтирĕсемпе паллашрăмăр. Хальхи вăхăтри пурнăçа та сăнласа кăтартнă кунта. Районти тата республикăри паллă çынсем çинчен те каласа хăварчĕ Светлана Архиповна.
Пире чĕр чунсен тата кайăк-кĕшĕксен кĕлеткисем питĕ килĕшрĕç. Музейри экскурси пурне те кăмăла кайрĕ.
Пурнăçра вĕренмелли те, пĕлмелли те, курмалли те питĕ нумай иккен.
2 класра вĕренекенсем, Йăнтăрчă шкулĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика