23 января 2009 г.
Кайăксемпе чĕр чунсене пулăшса (Экология)
Хĕл пирĕн тăрăхра пурăнакан вĕçен кайăксемпе тискер чĕр чунсемшĕн нихăçан та çăмăл пулман. Ку вăл чи малтанах апат тупса çиессипе çыхăннă. Выçă хырăмпа вара хĕл сивви те ытларах аптăратать. Кун пек чухне кайăксемпе чĕр чунсене çынсем чылай пулăшма пултараççĕ. Владимир Егорович Сорокин егерь сунарçăсемпе пулăçсен Канашри обществи йĕркеленипе пирĕн тăрăхри пăшисемпе хир сыснисем, вăрман качакисем валли Çĕнĕ Ишпуçпе Энĕшпуç енчи вăрмансене тăвар тата фуражлăх апат хурса пани çинчен пĕлтернĕччĕ. Ку ырă ĕçе сарса пыни кирлĕ ĕнтĕ. Шкулсем те кăсăясемпе ытти вĕçен кайăксене тăрантарассипе чылай ĕç тума пултараççĕ. Апат хурса пама йывăçсем çине сырăшсем туса çакнине, вĕсем çине тĕрлĕ апат хурса тăнине сахал мар çĕрте асăрхама пулать. Çак пархатарлă ĕçе ытларах сарма та майсем çук мар.
Уйрăм çынсен пахчисенче, хăш-пĕр учрежденисемпе предприятисен территорийĕсенче те сырăшсем çакăнса тăнине курма-асăрхама пулать.
Май килнĕ таран ытларах пулăшар хамăр тăрăхра хĕл каçма юлнă вĕçен кайăксемпе тискер чĕр чунсене.
Г.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"