16 января 2009 г.
Тивĕçтересси лайăхланнă (Право, общество)
Юлашки çулсенче тĕрлĕ япаласен докуменчĕсене тăвасси хăвăрт пурнăçа кĕрсе пырать. Çĕрсен, çуртсемпе хваттерсен, дачăсен, автомашинăсен, харпăр хăй уçнă магазинсен тата ытти пурлăхăн законлă хучĕсем пулмалла халь.
Харпăр хăй кил хуçалăхĕнчи çĕрсене регистрацилеççĕ те çынсем, докуменчĕсемпе нотариус патĕнче пулаççĕ. Ашшĕ е амăшĕ вилнĕ хыççăн юлнă е халалланă пурлăх пирки те ун патне каймалла тата ытти те. Пĕр сăмахпа, ĕçĕ кăткăс, яваплă нотариусăн.
Пирĕн районта малтан нотариус кантурĕ пулман. Çынсем асăннă ыйтусене татса пама Канаша çÿренĕ. Каярахпа вара документсен законлăхне çирĕплетекен юристсем улшăнсах тăчĕç. 2005 çултанпа ку енĕпе Тăвай енре Маргарита Александровна Горланова тивĕçтерет çынсене. Аслă пĕлÿ илнĕ вăл. Светлана ятлă хĕрĕ те амăшĕн çулĕпе кайнă, Чăваш патшалăх университетĕнче, юридици факультетĕнче виç-çĕмĕш курсра вĕренет.
Район центрĕнчи почта çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă нотариусăн кантурĕ. Çынсен вăхăчĕ сая ан кайтăр тесе малтан кĕтекенсен докуменчĕсене пăхса тухать, тата мĕнле хут кирли пирки тĕплĕн ăнлантарать. Пур докуменчĕ те хатĕррисене вара хаваспах йышăнать Маргарита Александровна. Кашнин характерĕ тĕрлĕрен пулнине пĕлет аслă пĕлÿллĕ юрист, пурте кăмăллă юлччăр тесе тăрăшать. Ăна Регина Степановапа Милена Антонова ĕç тăвакансем чылай пулăшаççĕ. Компьютер оборудованийĕсемпе усă курма пуçланăранпа документсемпе ĕçлесси лайăхрах пулса пыма пуçланă. Çавăнпа нотариус патĕнче пулнисем тав туса тухса каяççĕ халь, М.Горлановапа ăна пулăшакансене çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунаççĕ.
–Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлатăп Тăвай енре пурăнакансене, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. Законлăха пăхăнсан, пурăнма лăпкăрах. Çавăнпа пурне те харпăр хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра тума, прависемшĕн тăтăшах тимлеме сĕнетĕп,– тет Маргарита Александровна.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"