16 января 2009 г.
Пире кирлĕ кĕнеке (Культура)
Умăмра – çĕнĕ кĕнеке. “Пур та пĕтет, çук та çитет” ятлă вăл. Унăн авторĕ – пирĕн районти “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕнче 24 çул тăрăшакан А.Никитина журналист. Лайăх ят суйласа илнĕ вăл хăйĕн кĕнеки валли. Пуянлăха хапсăнмасăр, çуклăхран вăтанмасăр пурăнма чĕнсе каланă чăвашсене çапла ваттисем. Тăхăр пьесăпа тăватă интермеди тата хĕр ачин икĕ калавне кĕртнĕ кĕнекене.
Хаçатçă драмăллă произведенисемпе вунă çул каяллах ĕçлеме пуçланине пĕлеççĕ ĕнтĕ вулакансем, вĕсем пурте тенĕ пекех “Ял ĕçченĕнче” кун çути курнă. Илемлĕ литературăра ку жанр чи йывăррисенчен пĕри шутланать. “Районти драмкружок членĕсем пĕрре кăна мар куракансене савăнтаракан сценари çырса пама ыйтатчĕç. Культура пайĕн ертÿçи Г.Масленников та ку енĕпе пикенсех ĕçлеме сĕннĕччĕ. Драматурги пирки чылай кĕнеке вулама тиврĕ. Драма, камит, мыскара тытăмĕсен вăрттăнлăхĕсене тĕпчерĕм. Произведенин ятне, тĕп шухăшне, пуçламăшне, тĕввине (завязка), сюжетне, сăнлакан лару-тăру чи çÿлти пусăма аталанса çитнине, сюжет вĕçне кăтартакан эпизода тата эпилогпа курăнусене йĕркелеме вĕренессинчен пуçланчĕ ĕç. Çапла чылай тăрмашнă хыççăн 1997 çулта икĕ пайлă, пилĕк курăнуллă “Пур та пĕтет, çук та çитет” ятлă камит хатĕрлесе çитертĕм. Тÿрех пичете е артистсене выляма сĕнес килмерĕ. Пĕр пайлă, икĕ курăнуллă “Вĕрентеççĕ арăмсем” мыскара çырнă хыççăн иккĕшне те Тăвай енре çуралса ÿснĕ Чăваш халăх артистне, паллă драматурга Геннадий Терентьева вулаттартăм. Тăванăм, ку енĕпе малалла ĕçле, пархатарлă, ăнланмалла çырма пултаратăн, тесе пил пачĕ Геннадий Терентьевич. Аслă юлташăн ăшă сăмахĕсем самаях хавхалантарчĕç. Çулсем иртнĕ май вырăнти артистсем те пьесăсене сцена çине кăларчĕç, кÿршĕллĕ районсенчи халăх театрĕсем те ĕçĕмсене кăмăлларĕç. Каярахпа шкулта вĕренекенсем валли те интермедисем хайласа пăхрăм. Çамрăксем хаваспах йышăнчĕç вĕсене, выляса та пăхрĕç. Вунă çул иртсен ĕçсене пĕр çĕре пухса кĕнеке кăларас шухăш çуралчĕ. Ку çăмăл мар ĕçе пĕччен тума çук. Мăшăрпа ачамсем, ĕçтешсем, тăвансем, спонсорсем, юлташсем чылай пулăшрĕç. Тавах вĕсене пурне те. Çитменлĕхсем пур, паллах, чăн-чăн çыравçăсенчен тĕрлĕ произведенисем çырма вĕренмелле те вĕренмелле-ха. Чăваш чĕлхин правилисем улшăнсах пынă май орфографи, пунктуаци тата ытти йăнăшсем те çук мар ĕнтĕ. Ĕçлемен çын кăна йăнăшмасть, теççĕ халăхра. Малашне вĕсене пĕтерсех пыма тăрăшăпăр”,– тет А.Никитина журналист.
“Пур та пĕтет, çук та çитет” камитре ĕç укçи, пенси вăхăтра паман тапхăра сăнланă. Петĕрпе Тарьен виçĕ хĕр, вĕсем ÿссе çитсе çемьеленнĕ. Чухăн, вăтам, пуян пурăнаççĕ. Телейĕ вара укçа нумаййинчен килмест иккен. Пурнăç çине пÿрне витĕр пăхакансен те çук вăл. Пĕр-пĕрне юратса, ăнланса, пулăшса пыракансем кăна тивĕçлĕ телейлĕ пулма.
“Вĕрентеççĕ арăмсем” мыскара – хаяр шĕвекпе туслă, çемье йĕркисене пăсакан арçынсенчен шикленмесĕр пурăнма, “карап” рульне хĕрарăмсене хăйсен аллине илме сĕнекен произведени.
“Ватти çук та – латти çук” ятлине юратнă амăшне халалланă автор. Аслă ăрури çынсемпе çамрăксем пурте пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаймаççĕ иккен. Килĕсенчи лăпкă мар пурнăçа пула ваттисен çуртне кайма тивет хăш-пĕр кинемейсемпе стариксен. Анчах аслисемсĕр пурнăçа йĕркелесе пыма çăмăл мар. Хăйсем йăнăш тунине ăнланнă хыççăн чылай çамрăк ватăсене хаклама пуçлать. Çапла пĕр чĕлхе тупать икĕ ăру.
“Малашне вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ тата ачасем хушшинче килĕшÿ кăна хуçалантăр. Воспитани ĕçĕнче пирĕн те, килтисен те пĕрле пулмалла”,– тет “Виççĕн – виçĕ еннелле” пьесăри Галина Николаевна учительница. Асăннă произведенире çамрăксем хушшинчи юрату, вĕренÿ, пурнăç ыйтăвĕсем çине хурав тупма ăнтăлнă автор.
“Пулă пуçĕнчен çĕрет” пьесăра ялти пурнăçа сăнланă. Тепĕр чухне пуçлăхсем хăйсене çемçе пукан шанса панă хыççăн таврари çынсене паллами пулаççĕ, влаçпа хăйсене кирлĕ пек усă кураççĕ. Каппайчăк ертÿçĕсем халăх пулăшăвĕсĕр юлсан вара хăвăртах ÿкеççĕ çĕр çине юлашкинчен.
“Утассăм килет,
Чупассăм килет.
Алăра укçа пулсан,
Çĕр çула çитес килет”,– çапла такмаклать арчари укçине кăна хаклакан Кавĕрле. “Кĕвĕçекене кĕве кăшлать-ши;“ пьесăри сăнар вăл. Каçхине те, кăнтăрла та нухратне шутлать пенсионер, тĕлĕкĕнче те унпа аташать. Мăшăрне те, ачисене те, кÿршисене те, ял-йыша та хисеплеми пулнă пуянлăхне пула. Кĕвĕçÿпе ăмсану туйăмĕсем, хăйĕнчен никама та ирттерес мар текен шухăш чуста пек йÿçсе хăпараççĕ Кавĕрле чунĕнче. Çемье арканать юлашкинчен укçа пуç пулса тăнипе.
Вăрçă темине те хускатнă А.Никитина журналист. Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин ахрăмĕ утмăл çул иртсен те çынсен чĕрисене ыраттарнине, нимĕçсемпе çапăçнисем, тыткăнра пулнисем, тылра ĕçленисем паянхи кун мĕнле пурăннине уçса пама тăрăшнă “Пурăнатчĕ ялта ветеран” пьесăра.
Çĕнĕ ĕмĕр варкăшĕ те палăрать районти хаçат редакцийĕнче ĕçлекен журналист пултарулăхĕнче. Хăйне ăнăçу пилленĕ халăх артистне, паллă драматурга Г.Терентьева халалласа çырнă “Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа” ятлă пьесăна. Кунта ватăсем хушшинчи хутшăну сăнарланнă. Нумай та кирлĕ мар иккен аслисене савăнтарма. Вĕсемпе ăшшăн калаçмалла кăна, пурнăç нушисене тÿснисене хисеплемелле, ватлăхне канлĕ тума тăрăшмалла.
Ача çуратнипе кăна вĕçленмест ашшĕпе амăшĕн ĕçĕ. Ăна сывлăхлă, лайăх воспитани парса çитĕнтерме тăрăшмалла. Ытлашши ачашласан, япăх тĕслĕх кăтартсан пепке темиçе çултан хăйсенех куççульпе макăртма пултарать. Кайран тин кăна ÿкĕнни вырăнсăр пулни пирки каланă “Пурăннă чухне пурăнма пĕлмесен” драмăра.
Палăртрăмăр ĕнтĕ, автор пĕчĕк артистсем пирки те шухăшлать, сценкăсем калăплать. Ан тив, кĕнекери произведенисем паллă драматургсенни пек пиçсе çитеймен пулин те, журналист пурнăçăн пăрăнчăкĕсене, çынсем пĕр-пĕринпе калаçнипе усă курса, сăнлама ăсталăх çитернĕ. Чĕлхе орфографийĕн кивĕ правилисемпе усă курни сисĕнет. Çĕннипе вара хăш-пĕр сăмахсене çапла çырмалла: ват супнă, хĕр ача, çĕр улми, çĕр-шыв, пахча çимĕç тата ытти те. Автор чылай çĕрте ваттисен сăмахĕсемпе усă курнă. Илемлĕ литературăри тĕрлĕ мелсем те уншăн ют мар. Произведенийĕсене ытти районсенчи артистсем выляни те хаçатçăн пултарулăхĕ чăнахах пуррине çирĕплетет. Халăхăмăра, шкулсенче ĕçлекенсемпе вĕренекенсене кирлĕ кĕнекех пухса хатĕрленĕ, эппин, А.Никитина.
Юратнă пиччĕшĕн, чăвашсем çутă малашлăхлă пулччăр тесе тăрăшнă Анатолий Тимофеев сăвăçăн ĕçне хăюллăн малалла тăсать вăл. Çырас ĕçĕн тымарĕ çирĕп пултăр тесе тимлет, хĕр ачине журналистика вăрттăнлăхĕсене хăнăхтарса пырать.
Пирĕн район паллă çынсемпе пуян, вĕсем хушшинче ял ĕçченĕсем те, тухтăрсем те, çыравçăсем те, вĕрентекенсем те, артистсем те, ÿнерçĕсем те пур. Тен, асăннă пьесăсене выляса ÿснĕ çамрăксенчен пĕри те пулин çак йыша кĕме тивĕçлĕ пулĕ. Çавăнпа драматурги лаççинче тата хастартарах пулма сĕнер çÿлерех асăннă кĕнеке авторне. Чăваш пичечĕн кунĕ çывхарнă май калемне çивĕчлетсех пыма сунар, район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлекенсене те профессиллĕ уявĕ ячĕпе саламлар.
З.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, Тăрмăш шкулĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"