АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр кунра икĕ Турнир (Спорт)

16 января 2009 г.

Пĕр кунра икĕ Турнир (Спорт)
Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă вăрăма тăсăлнă канмаллисене шахматистсем ахаль ирттермерĕç. Кăрлачăн 5-мĕшĕнче шашкăпа шахмат клубĕнче Раштав ячĕпе 2 çаврăмлă блиц-турнир йĕркелерĕç. Улттăн пуçласа çиччĕн вĕçлерĕç ăна. Турнир вĕçленеспе клуба районăн иртнĕ çулхи чемпионĕ В.Семенов çитсе кĕчĕ. Выляма кăмăл пуррине кура ăна никам та хирĕçлемерĕ. Ку тĕле В.Пастуховпа А.Шишов 8-шар очко пухнăччĕ. Анчах Владимир Иванович, Цезарь калашле, килчĕ те пурне те пĕрерĕн “типĕлле” шаккама тытăнчĕ, çăмăллăнах çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ (10 очко). А.Шишов унран 1, В.Пастухов 2 очко юлчĕç.
Шахматистсем саланма васкамарĕç. Каçчен вăхăт пурччĕ-ха. Çавăнпа та В.Пастухов тепĕр блиц ирттерме сĕнчĕ, спонсор пулма килĕшрĕ. Владислав Григорьевич юлашки çулсенче районта шахмат вăййине аталантарма чылай вăй хунине палăртмалла. Хăй ăста вылянисĕр пуçне вăл мала тухакансене, çамрăк шахматистсене укçа-тенкĕпе хавхалантарать. Сăмах май, хăйĕн вăйăри ăсталăхне те ÿстерсе пырать. Иртнĕ çул вĕçĕнче республика чемпионатне ăнăçлă хутшăнчĕ, ялти шахматистсем хушшинче чи лайăх результат кăтартрĕ. Пирĕн районтан чылай çул ĕнтĕ республика финалĕнче вылякан пулман. В.Пастухов вара спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне çирĕплетнĕ. Шахмат вăййине аталантарма хастар хутшăннăшăн “Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕ” тулли мар яваплăхлă общество канашĕ (чемпионат спонсорĕ) пĕри Владислав Григорьевича рамка ăшне вырнаçтарнă Тав хучĕ парса чысланă.
Ку турнирта В.Пастухов 2-мĕш, Чутейри В.Тимофеев (Шупашкарта пурăнать) 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Тĕп парнене вара И.Соловьев çĕнсе илчĕ. Юлашки турнира В.Семенов хутшăнмарĕ.
А.ПЕТРОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика