16 января 2009 г.
Чи малтанхи – арçын ача (Общество)
Нумаях пулмасть район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче кăçалхи пĕрремĕш ачана регистрациленĕ. Январĕн çичччĕмĕш кунĕнче арçын ача йăтса вĕçсе çитнĕ Тăвай ене аист, Мучарти Шакшинсен иккĕмĕш ачи пулнă вăл. Ăна Максим ятлă панă ашшĕпе амăшĕ.
ЗАГС ĕçченĕсем Шакшинсене çемье йышлăланнă ятпа ăшшăн саламланă, ывăлне çирĕп сывлăхлă ÿстерме суннă.
Пĕлтĕр чи малтан хĕр ача çуралнă хыççăн çулталăк хушшинче чиперккесем ытларах çутă тĕнчене килнĕ (106), 86 арçын ача кун çути курнă. Кăçал вара ку туртăм мĕнле упранса юлнине малашлăх кăтартса парĕ. Тен, арçын ачасем нумайрах çуралĕç.
В.НОВИКОВА, ЗАГС уйрăмĕн тĕп специалисчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"