16 января 2009 г.
Кăçалхи пĕрремĕш туй (Общество)
Раççейре кăçалхи çула çамрăксене халалланă. Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче пирĕн районта икĕ çемье чăмăртаннă. Чи малтан Нÿшкассинчи Александр Платоновпа Канаш хулин хĕрĕ Иустина Андреева мăшăрланнă. Çамрăксене тăванĕсем, юлташĕсем, пĕлĕшĕсем туй кунĕпе саламланă. Районти пулас çемьесене вĕсем ырă тĕслĕх кăтартнине палăртнă. Юрату, телей, ăнтăлу суннă çĕнĕ мăшăра.
З.ГАВРИЛОВА, ЗАГС ертÿçи.
Источник: "Ял ĕçченĕ"