16 января 2009 г.
Тăван еншĕн, тăван ялшăн тăрăшаççĕ (Общество)
Кашни килте тенĕ пекех кăвак çулăм çунать, ялсене асфальтлă çул çитет халь, автобуссем çÿреççĕ.
Эпир те, кармалсем, çак ырлăха куратпăр. Газ пăрăхĕсене хывнă чухне ял хушшинчи асфальтлă çул ванса пĕтнĕччĕ. Кĕркунне вара çула çĕнĕрен якатрĕç. Çитес çулсенче, тен, тĕп урамсене те асфальт сарĕç-ха.
Ялта та, ун çывăхĕнче те кÿлĕ-пĕве таврашĕ çукки пăшăрхантаратчĕ пире. Халĕ вара ача-пăчана та савăнтарчĕç. Шăрăх кунсенче унта шыва кĕреççĕ, пулла çÿреççĕ ял çыннисем.
Ялти культура вучахне те “ăшă” çапасшăн пулмалла-ха. Юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Паллах, ăна хута ярсан питĕ аванччĕ. Çамрăксен, ял халăхĕн канăвне, пушă вăхтне усăллă йĕркелени пысăк пĕл-терĕшлĕ. Атту Тăрмăш, Енĕш Нăрваш клубĕсен ĕçĕсем пирки ăмсанса кăна вулатпăр район хаçатĕнче.
“Ял пурнăçĕн хăйне майлă культури çине тимлĕн пăхма тытăнсан, эпир йăх тымарне упраса хăварма пултаратпăр. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕн тĕллевĕ – ялăн социаллă тата экономика пурнăçне малалла аталантарасси”,– терĕ Чăваш Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă çырура. Эппин Кармалта та лайăх улшăнусем татах пулĕç.
Эпир ял çыннисемшĕн тимленĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхне Н.Иванова, “Дорстрой” тулли мар яваплăхлă общество ертÿçине В.Васильева, районти депутатсен пухăвĕн депутатне Н.Ласточкина, Тĕмер ял поселенийĕн пуçлăхне Г.Иванова тав тăвасшăн. Тăван ялшăн, тăван еншĕн татах тăрăшма вăй-хăват, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр вĕсене.
Кармал ялĕн çыннисем ыйтнипе В.ИВАНОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"