01 января 2009 г.
Алексей Косарева çитекенни пулмарĕ (Спорт)
Шашкăлла выляса “Ял ĕçченĕ” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусенче виçĕм çулхи пекех Алексей Косарев çĕнтерчĕ. РФ спорт мастерĕ (чăн та, вăл алла официаллă документ илеймен-ха), 8 очко илме май пур çĕртен 6,5 пухса, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. А.Шишовăн – 5 очко. 3-мĕш вырăнта – А.Афанасьев (Тăрмăш). Вĕсене виççĕшне те редакци тĕрлĕ вăхăта “Ял ĕçченĕ” хаçата тÿлевсĕр çырăнса пачĕ.
В.ФЕДОРОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"