01 января 2009 г.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ (Сельское хозяйство)
Чăваш Республикин Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Ку вăл ыт ахальтен мар ĕнтĕ, çапла пĕлтерме сăлтавĕсем те, майĕсемпе никĕсĕ те, тĕллевĕсем те пур, паллах. Райадминистрацин экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕпе В.А.ВАНЕРКЕПЕ тĕл пулсан, çавăн пирки пычĕ калаçу.
–Владимир Алексеевич, кризислă 90-мĕш çулсенче, патшалăх ял хуçалăхне укçа-тенкĕпе халичченхи пек пулăшма пăрахсан, ял хуçалăх предприятийĕсене пĕртте çăмăл пулмарĕ. Патшалăхăн хальхи вăхăтри пулăшăвĕ пирки мĕн каланă пулăттăр;
В.Ванерке: –Юлашки çулсенче ял хуçалăх производствине патшалăх пулăшăвĕ парасси ÿссех пырать. Ку тĕлĕшпе вăйра тăракан тухăçлă тытăм – “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕ те агропромышленноç комплексне ытларах та ытларах инвестици явăçтарма май парать. Çапла 2008 çулта кăна районти ял хуçалăх производствине панă патшалăх пулăшăвĕ субсидисемпе пĕрле 39 миллион тенкĕрен иртрĕ. Унсăр пуçне çынсен харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантармашкăн илнĕ кредичĕсене субсидилеме те патшалăх 16 миллион тенкĕ уйăрса пулăшнă.
Инвестицисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртме, тухăçлă техника тата оборудовани туянма, ĕç тухăçлăхне пысăклатма, ял хуçалăх производствин культурине улăштарма, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен хастарлăхне ÿстерме май параççĕ, ĕç условийĕсене лайăхлатма, хăш-пĕр çĕрте çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хума пулăшаççĕ.
–Республикăра кашни çулах пĕр миллион тонна тĕш тырăпа çĕрулми туса илме тĕллев лартнă...
В.Ванерке: –Эпир те районта тĕш тырăпа çĕрулми, сĕт туса илессине палăрмаллах ÿстерсе, продукци пахалăхне лайăхлатса пыма тĕллевсем палăртнă. Çавна май 2009–2015 çулсенче тĕш тырăпа çĕрулми, 2009–2012 çулсенче сĕт туса илессине аталантарма икĕ программа туса хатĕрлессине вĕçлесе пыратпăр. Пĕрремĕш программипе районта усă курман пушă çĕрсем пулмалла мар, çуллен пĕтĕмпе 35800 тонна тырă тата 36100 тонна çĕрулми туса илме тытăнмалла. Ĕнесен продуктивлăхне вăтамран 4 пин килограмран ирттермелле. Пĕтĕмĕшле сĕт туса илесси те, унăн пахалăхĕ те палăрмаллах ÿсмелле. 2008 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчен “Сĕтпе сĕт продукчĕсен техника регламенчĕ” федераллă закон вăя кĕчĕ. Çакă та ĕçри требованисене ÿстерет, çавна май чылай хуçалăх сĕтпе сĕт продукчĕсем валли сертификатсем туса хатĕрлеме пуçăнчĕ ĕнтĕ.
–Палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕресси – ĕçе малашлăхлă, тĕплĕ те юратса, кашни утăма виçсе тунинчен, ку чухнехи техникăпа технологисен никĕсĕ çинче тухăçлăха ÿстерсе пынинчен, ялти социаллă ыйтусене ăнăçлă татса панинчен нумай килет ĕнтĕ.
В.Ванерке: –Çапла, районта халĕ техникăпа технологи майĕсене тĕллевлĕ, çине тăрса çĕнетсе пыма тимлеççĕ. Хальлĕхе пирĕн машинăпа трактор паркĕсем çĕнелнин коэффициенчĕ, юлашки çулсенче çĕнĕ техника сахал мар туянтăмăр пулсан та, 4,5 процентпа кăна танлашать. Пирĕн тĕллев – асăннă коэффициента çитес çулсенче 7–8 процента çитересси. Çавна май кăçал та çĕнĕ техника – тĕш тырăпа выльăх апачĕ пухса кĕртмелли комбайнсем, çĕр ĕçĕнче усă курма энергипе ресурссене перекетлеме май паракан ял хуçалăх машинисем, комплексĕсем, фермăсене валли технологи линийĕсем туянма пăхнă. Ку чухнехи сĕт линийĕсем вырнаçтарнăранпа “Акконд-агро фирма” обществăпа “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕ сĕте пысăк сортпа сутаççĕ. Ку вăл I-мĕш сортлипе танлаштарсан та – сисĕмлĕ хушма укçа-тенкĕ.
Пурлăх базипе технологи линийĕсене çĕнетме ялта тавар туса илекенсем “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕн никĕсĕ çинче нумай сроклăха паракан инвестици кредичĕсемпе усă кураççĕ. Çаксем ĕç тухăçлăхĕпе условийĕсене лайăхлатма, çавна май ĕç укçине пысăклатса пыма, хушма ĕç вырăнĕсем тума, социаллă ыйтусене татса пама та май парĕç.
Хальхи вăхăтра хуçалăхсем, кĕске сроклăх кредитсем илсе, çураки валли минераллă удобренисем туянма договорсем тăваççĕ, хăш-пĕрисем вара топливо кÿрсе килме те тытăнчĕç.
–Ятарласа Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ ирттерме йышăннин тĕллевĕсем лайăх ĕнтĕ.
–В.Ванерке: –Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕн тĕллевĕ – ялăн экономикăпа социаллă пурнăçне малалла аталантарас тĕлĕшпе тумалли комплекслă ĕç, хамăр тата ют çĕршывсенчи малта пыракан опытпа, аграри ăслăлăхĕн çитĕнĕвĕсемпе, чи çĕнĕ технологисемпе усă курса ял хуçалăх производствине çирĕппĕн аталантарса пымалли нумай енлĕ ыйтусене татса парасси, ĕçĕн тухăçлăхне палăрмаллах ÿстересси, рынокри усăллă позицисене çирĕплетесси пулса тăрать тата ытти те. Çапла вара 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе йышăнни – ял ĕçченĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
–Çĕнĕ çулта çĕнĕ сулмаклă çитĕнÿсем сунатпăр, Владимир Алексеевич.
Управлени пуçлăхĕпе И.ГЛАДКОВ калаçнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"