АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ пахалăхĕ ÿсрĕ (Образование)

05 июня 2009 г.

Вĕренÿ пахалăхĕ ÿсрĕ (Образование)
Мучарти вăтам шкула кăçал 119 ача çÿрерĕ, вĕсенчен 65-шĕ вĕренÿ çулне “4” тата “5”, 25-шĕ “5” паллăсемпе кăна вĕçлерĕ. Вун пĕрмĕш класран 11 каччăпа хĕр вĕренсе тухать, Александра Коровина, Ксения Зубова, Дина Кириллова – отличницăсем. Тăххăрмĕшĕнче – 13 вĕренекен, Евгения Зубовапа Ольга Наумован пур предметпа та “5” паллă. Иван Васильевичпа Клавдия Федоровна Зубовсен çемйинче 3 ачи те отличник, Ксенияпа Евгениясăр пуçне 7-мĕшне куçнă Алешăн та “5”-сем кăна.
Кăçал Дима Порфирьев та 10-мĕш класа питĕ лайăх паллăсемпе вĕçлерĕ. Порфирьевсен аслăрах ачисем те шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, халĕ аслă шкулсенче пĕлÿ пухаççĕ. Çавăн пекех Наумовсен çемйине те палăртма пулать. Вĕсен аслă ывăлĕ Дима МАДИрен вĕренсе тухрĕ, халĕ – çар службинче. Паян–ыран килсе çитессе кĕтеççĕ. Унăн тăххăрмĕш класри йăмăкĕн Ольăн та пиччĕшĕпе ашшĕ-амăшне савăнтармалли хыпар пур. Вăл – отличница, халĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытать. Лена Муханова та вуннăмĕшĕнчен “5”-семпе вĕренсе тухрĕ. Ленăшăн – аппăшĕ ырă тĕслĕх: Настя ЧПУра экономиста вĕренет.
Лайăх çемьесем татах та çук мар Мучарта. Вĕсем ачисене тĕрĕс воспитани пама тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вара хастар вĕрентекенсене ырă сăмахпа кăна аса илет. Ялти шкулпа çемье çыхăнăвĕ тачă пулса пынине те палăртмасăр хăварма çук.
В.ЛАВРОВА, амăшĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика