05 июня 2009 г.
Çĕнĕ Ишпуçĕнчи акатуйра (Общество)
Çу уйăхĕн 30-мĕшĕ. Хĕртсе хĕвел пăхать. Кайăксем юрă шăрантараççĕ. Çĕнĕишпуçсем Кăпаш çырми лапамне пуçтарăнаççĕ. Шашлăк-чашлама шăрши сăмсана кăтăклать. Акă, Шупашкар артисчĕсем те килсе çитрĕç.
Уява Чутей ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Медведев уçрĕ, пухăннисене пурне те праçникпе саламларĕ, С.Хумышев хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, çураки итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Ун хыççăн «Ишино» ЯХПК (Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕ те тетпĕр ăна) ертÿçи С.Хумышев сăмах илчĕ. Вăл ĕçре малта пыракансене тав турĕ, укçан преми парса хавхалантарчĕ, ял-йыша ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.
Чăвашсен эстрада çăлтăрĕсем С.Кувшинов, А.Ильин, А.Михайлова ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Халăх айккинче тăмарĕ, артистсемпе çума- çумăн тăрса ташларĕ, юрларĕ, Шупашкар артисчĕсен ăсталăхне мухтарĕ.
Çĕнĕ Ишпуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн чи хастар членĕсем Елизавета Матвеевапа Анюта Максимова юрланă юрăсене те халăх хапăлласа йышăнчĕ. Алина Михайлова юрăç Л.Матвеевапа А.Максимована хăйĕн юррисен пуххине парса чысларĕ, творчество ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ.
Кунтах спорт вăййисем те иртрĕç. Кире пуканĕ йăтассипе П.Морозов çĕнтерчĕ. «Чутеево» тата «Ишино» командăсем волейболла вылярĕç, тупăшура чутейсем вăйлăрах пулчĕç, така çĕнсе илчĕç. Ытти ăмăртусем те кăсăклă иртрĕç.
Ял çыннисем акатуйпа кăмăллă юлчĕç. Сергей Витальевич Хумышев ертÿçĕне çакăн пек чаплă кану туса панăшăн тав турĕç, телей, ĕçре ăнăçусем сунчĕç.
М.ПЕТРОВА. Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"