АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрехе пула амăшне хĕрхенмен (Правопорядок)

05 июня 2009 г.

Эрехе пула амăшне хĕрхенмен (Правопорядок)
1978 çулта çуралнă, Тăвай ялĕнче пурăнакан, яланлăх ĕçре ĕçлемен, халиччен судпа айăпланман М. гражданина район сучĕ РФ Уголовнăй Кодексĕн 111 статйин 4-мĕш пайĕпе айăпларĕ.
Суд ларăвĕ вăхăтĕнче çакă паллă пулчĕ. М. кăçалхи февралĕн 16-мĕшĕнче каç пулттипе килтисемпе пĕрле ĕçнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕпе хирĕçсе кайнă та вĕсене хĕнеме тытăннă. Ватăсем, ачи пĕчĕк чух, ывăлран патак çимелле килсе тухасси пирки ĕмĕтленмен, паллах. Çавах та пурăнан пурнăçра тем те килсе тухать çав, уйрăмах “симĕс çĕлен” патне туртăнаççĕ пулсан. М. вара ĕçме кăмăлланă. Çавăнпа ĕнтĕ пĕчĕк чух хăйне кăкăр çитерсе ÿстернĕ амăшĕ, утьăкка сиктернĕ ашшĕ çине алă çĕкленĕ, вĕсене ăçтан лекнĕ çавăнтан алăпа çапса, урапа тапса пĕтернĕ. 53-ри амăшне ытларах та тивнĕ. Ăна пуçран, ĕнсерен, мăйран, кĕлеткен тĕрлĕ пайĕнчен, алли-уринчен çапнă, урапа тапнă. Çав сурансем хĕрарăм пурнăçĕшĕн хăрушă пулнă. Кăмăлĕ туличчен хĕненĕ хыççăн вăй питти арçын хваттертен тухса кайнă та хăй пĕлсех те кайман ăнсăртран тĕл пулнă çынсемпе малалла ĕçнĕ. Çав вăхăтра йывăр суранланнă амăшĕ сывлав çулне юн хупланипе вырăнтах вилсе кайнă.
Суд следствийĕ вăхăтĕнче айăпланакан яваплăха çемçетес тĕллевпе хăйĕн амăшĕ унччен те ĕçкĕпе иртĕхнĕ, мораль тĕлĕшĕнчен пăсăлнă çын теме хăтланчĕ. Тăван амăшне вараларĕ, пĕтĕм айăпа ун çине пăрма тăрăшрĕ. Анчах свидетельсем урăххине çирĕплетрĕç, элеке сирме пулăшрĕç: амăшĕ мар, ывăлĕ тăтăш ĕçет, ÿсĕрĕлсен хаярланать, харкашма, амăшĕпе çемьери çывăх çынсем çине алă çĕклеме ÿркенмест.
Иртнĕ уйăх вĕçĕнче район сучĕ прокурор ыйтнине шута илчĕ, М. тĕлĕшпе çирĕп йышăну турĕ. Айăпланакана 10 çуллăха çирĕп режимлă юсанмалли колоние яма приговор кăларчĕ.
Çак тĕслĕхе ĕçкĕпе иртĕхсе пурăнакан ытти çемьесенче те шута илмелле. Ĕçкĕ нихăçан та ырăпа пĕтмест.
В.НИКОЛАЕВ, район прокурорĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика