АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инспекци 90 çул тултарчĕ (Правопорядок)

08 мая 2009 г.

Инспекци 90 çул тултарчĕ (Правопорядок)
Майăн 7-мĕшĕнче Раççейре айăплавсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен инспекци йĕркеленнĕренпе 90 çул тултарчĕ. Малтанхи вăхăтра ку ирĕклĕхе туртса илнипе çыхăнман уголовнăй айăплавсене пурнăçа кĕртмелли ирĕксĕр ĕçсен бюровĕ пулнă. Вĕсене юстици комиссариачĕн кĕпĕрнесенчи тата облаçри пайĕсем çумĕнче туса хунă. Хальхи вăхăтра вара уголовнăй айăплавсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен инспекцисем республикăри кашни районтах пур. Пирĕн республикăра вĕсем 25. Ку вăл уголовнăй айăплавсене суд тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçа кĕртессине ĕçлеттерсе юсанмалли вăхăтпа, обязательнăй ĕçсемпе ылмаштарни, пĕр-пĕр тапхăра ку е вăл должноçа ларма, ку е вăл ĕçпе ĕçлеме ирĕк паманни, çие юлнă хĕр арăмсене тата пĕчĕк ачасем пур хĕр арăмсене условно айăплани тата ытти те. Суд çавăн пек айăплавсене пăхса тухнă хыççăн инспекци граждансем тÿрленес çул çине тăнипе тăманнине, тивĕçлĕ йĕркесене мĕнле пăхăнса пурăннине тĕрĕслесе тăрать, айăплав формине, вăхăтне улăштарттарма та пултарать.
2001 çулта инспекцин тепĕр функци хушăнчĕ – условно айăплаври çул çитмен çамрăксене контроллесе тăрасси.
Уголовнăй айăплавсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен районти инспекцире пĕлтĕр 128 çын учетра тăнă. Вĕсенчен 12 çынна суд ку е вăл должноçа йышăнас, ку е вăл ĕçре ĕçлес енĕпе правасăр хăварнă, 16 çынна обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме, 22 çынна юсанмалли ĕçсенче ĕçлеттерме йышăннă. Çав шутрах 83 çыннăнне айăплав вăхăтне условно кăтартнă, 1 çын тĕлĕшпе айăплав вăхăтне каяраха куçарнă.
Яланлăх ĕç çук çынсем тĕлĕшпе суд ытларах чухне юсанмалли ĕçсем кăтартса хăварать, вĕсене вырăнтах хутшăнма пулать. Хальхи кризислă лару-тăрура та, чылай çĕрте ĕç вырăнĕсем çухалаççĕ пулин те, юсанмалли ĕçсене хутшăнма майсем туса пама тăрăшакан районти организацисене тав сăмахĕ каламалла. Пирĕн ĕçлĕ хутшăнусем малалла та тăсăласса шанас килет.
А.МАЙРАСЛОВ, уголовнăй айăплавсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен районти инспекци начальникĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика