АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пире Кремль таранах пĕлеççĕ (Общество)

08 мая 2009 г.

Пире Кремль таранах пĕлеççĕ (Общество)
Санюк аппа кăçал октябрĕн 18-мĕшĕнче 91 çул тултарать. Вăл хăй хăш числора çуралнине калаймасть, çакна çамрăк чух та пĕлмен, тет. Ĕмрипе ĕçлекен çынна, тен, вăл кирлех те пулман. Халĕ те ав, чылай ватă пулсан та, урама чăх чĕпписем хураллама тухнă. Ывăлĕпе кинĕ мăнукне кил хуçалăхра пулăшма шкул хыçĕнчи каса каçнă.
–Çак çулсене çитсе, мана тем те курма тÿр килчĕ. Мăшăрăмпа, Алексей Гордеевпа икĕ çул кăна пурăннăччĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Ял пушанса юлчĕ, вăйпитти арçынсене, каччăсене йăлт вăрçă шăлса тухса кайрĕ. Упăшкаран 1 çыру та килмерĕ, каярах тин “хыпарсăр çĕтнĕ” текен хут илтĕмĕр. Çапла эпир пĕррери ывăлăмпа тăлăха тăрса юлтăмăр, – аса илет пурнăçри чи йывăр вăхăтсене Александра Васильевна.
Вăл çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Ĕлĕк машина-трактор пулман, нумай ĕçе алă вĕççĕн те лашапа тунă. Санюк аппа та килте пĕр кун та пушă ларса курман. Ĕçшĕн çунса тăракан валли темле ĕç те тупăннă. Лавпах мĕн чухлĕ кĕлте турттарман пуль йĕтеме; Лавпа Шупашкартан тăвар, Куславккаран краççын кайса илнĕ, Вăрмара тырă леçнĕ. Çуралнă кунне пĕлмест пулсан та, хăй кÿлнĕ ут ятне вара 70 çул каяллахи пекех астăвать, Троян ятлăччĕ, тет.
–Сысна ферминче лавçă та пултăм, лашасем те пăхрăм, пĕр ĕçрен те пăрăнман. Пенсие тухсан та хăмла ани çинче тăрăшрăм. Кин тепĕр чух кăмăлсăрланатчĕ те пуль ачасене пăхакан çуккипе. Чун вĕресе кăна тăратчĕ ĕçшĕн. Халĕ те ăшчик ыратнине, сыпăсем сурнине туймастăп, куçсем те кураççĕ-ха, хаçат та вулатăп. Ĕнер, Мускавран Раççей Президенчĕ уяв ячĕпе саламласа тав тунине илсен, тĕлĕнтĕм-ха, мана, ватă çынна, Кремль таранах пĕлеççĕ-ши вара тесе. 60 çул ытла мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр, уншăн çĕршыва ертсе пыракансене тавах. Пенси те маншăн сахал мар, эпир тăрăшни сая кайман эппин. Ачампа кинĕм, мăнуксем лайăх пăхаççĕ. Ырă пурнăç ывăнтармасть, – тет Александра Васильевна.
И.СОЛОВЬЕВ. Çĕнĕ Пуянкасси ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика