08 мая 2009 г.
Президент саламне илеççĕ (Общество)
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн почтальонсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ алă пуснă уяв саламне çитерме пуçланă. Кăçал Тăвай районĕнчи 1200 çынна РФ Президенчĕн çырăвĕ килнĕ. “Майăн тăххăрмĕшĕ – пирĕн çĕршыв историйĕнчи чи чаплă кун, халăхăмăрăн чи çутă уявĕ. 64 çул каяллахи Çĕнтерÿ çĕршывăмăра мир, туслăх, никама пăхăнманлăх парнеленĕ, Европăна ирĕке кăларнă. Çĕр çинчи çынсене пурăнма, ĕçлеме, ача-пăча çитĕнтерме условисем туса панă. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тÿпе хывнисен, çав вăхăтра тылра ĕçлесе пулăшнисен, салтаксемпе офицерсен арăмĕсен тÿсĕмлĕхне эпир яланах асра тытатпăр. Ветерансен паттăрлăхĕпе пурнăç çулĕ, вĕсем Раççее хытă юратни пирĕн çамрăксемшĕн ялан ырă тĕслĕх пулса тăрĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп”, – тесе саламланă Дмитрий Анатольевич.
Хисеплĕ ветерансене çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕн саламлă çырăвне те çитереççĕ.
Л.АВВАКУМОВА, райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"