08 мая 2009 г.
Паттăр связист – фронтовик (Общество)
Эльпуç ял поселенийĕнче паянхи куна вăрçă ветеранĕсем вун пĕрĕн тăрса юлнă. Вĕсенчен пĕринпе, 87 çулхи Дария Григорьевна Андреевапа, эпир хăйсен килĕ умĕнче тĕл пултăмăр. Ватă çын хĕвел питтине чернушка вăрри сăвăрма тухнăччĕ.
Эпир мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлсен, вăл пире пÿрте кĕме сĕнчĕ, унта хăй утса тухнă вăрçă çулĕсем çинчен каласа пама пулчĕ.
...Çирĕмри хĕре 1942 çулхи май уйăхĕнче вăрçа мобилизациленĕ.
–Аллăнччĕ эпир, комисси витĕр пиллĕкĕнех тухрăмăр. Пире Шупашкара авиасигнальщиксен 4 уйăхлăх курсне вĕренме ячĕç. Вĕренсе тухсан, Мускава, Сокольникине запасри полка илсе çитерчĕç, унтан часах – 1-мĕш Белорусси фронтне. Малтанлăха самолетсене сăнакан разведчик шутланаттăм Унтан 296-мĕш уйрăм çыхăну батальонне куçарчĕç. Çапла авиасигнальщикрен донесенисем пуçтаракан пункт экспедиторĕ пулса тăтăм. Мĕн вăрçă вĕçленичченех фронтра пулнă. Малти линирен 1,5–2 çухрăмра кăна пулнă пирĕн пункт. Минăсемпе снарядсем сирпĕнни те, пульăсем вĕçни те куç умĕнчех, – каласа кăтартать Дария Григорьевна. Курс пĕккинче, Брянск вăрманĕсенче пулнă вăл.
Çĕнтерÿ кунне Эльба юханшывĕ хĕрринче кĕтсе илнĕ.
Унăн вăрçăри паттăрлăхне çар наградисенченех чухлатăн. Хĕр-фронтовиксенчен сахалăшĕ орден-медале тивĕçнĕ. Дария Григорьевнана вара çыхăнупа оперативлă тивĕçтернĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, “Хăюлăхшăн”, “Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, “Берлина илнĕшĕн”, “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕшĕн” медальсемпе наградăланă. Каярахри çулсенче вăл Отечествăлла вăрçă орденĕпе Жуков ячĕллĕ медале тивĕçнĕ.
Тăван яла таврăнсан, магазин заведующийĕнче, уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Аллăмĕш çулсенче “Знамя” (Эльпуç) колхоза ăнăçлă ертсе пынă Е.И.Молгачевпа ĕçлеме тÿр килнĕ ăна.
1948 çулта хитре яшăм хĕр хăй пекех фронтовик пулнă хăйсен ял каччипе Петр Андреевпа пĕрлешнĕ, иккĕшĕ 4 ача пăхса çитĕнтернĕ. Петр Андреевич 16 çул тăван колхозра председательте ĕçленĕ. Халĕ Дария Григорьевна Валерий ятлă ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ывăлĕ кирпĕч заводĕнче ĕçлет, кинĕ, Татьяна Васильевна, ялти врач офисĕнче тăрăшать.
–Мăнкуна кăна яла таврăнтăм-ха, район центрĕнче хĕрĕм патĕнче хĕл каçрăм, – хушса хурать ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Дария Григорьевна районти тĕп больницăра склад заведующийĕнче ĕçленĕ, унтанах пенсие тухнă, çак ĕçе хăйĕн хĕрне Любăна парса хăварнă. Любовь Петровна та чылай çул ĕнтĕ тĕп больницăра тăрăшать.
Эпир пынă кун Дария Григорьевна шкул ачисене кĕтсе илме хатĕрленетчĕ. Тутлă шывсемпе пылак çимĕçсем туянса хунă. Çулсем хăйсеннех тăваççĕ мар-и. Темиçе çул каялла кăна шкула тĕл пулусене, митингсене хăй утса çитетчĕ, вăрçă çулĕсем çинчен каласа кăтартатчĕ. Халĕ ав ачасем киле пырса саламлаççĕ. Чыс-хисеп туни çавах чуна ăшăтать.
Эпир те хамăр вулакансен ячĕпе вăрçă паттăрне Çĕнтерÿ кунĕпе ăшшăн саламлатпăр, вăрăм та сывлăхлă кун-çул, ватлăх ăшши сунатпăр.
И.СОЛОВЬЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"