05 мая 2009 г.
Футболла вылярĕç (Спорт)
Районти футбол сезонне Енĕш Нăрвашра пурăннă Артем Егорова асăнса ирттерекен турнирпа уçнине хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Кăçал вун тăваттăмĕш хут йĕркелерĕç ăна. Ирех çумăр çуса иртрĕ пулин те, Тăвайри аялти стадиона тăхăр сехет тĕлне командăсем пухăнчĕç. Шăпа янă хыççăн енĕшнăрвашсемпе тăрмăшсен турнира уçмалла пулчĕ. Питĕ çивĕч иртрĕ кĕрешÿ, пĕрремĕш гола Артем Егоровăн ентешĕ Павел Сорокин тапса кĕртрĕ. Пĕлтĕрхи чемпионсем, тăрмăшсем те парăнасшăн пулмарĕç, шута танлаштарчĕç. Пенальти тапнă хыççăн енĕшнăрвашсем мала тухрĕç (4:1).
Тăвайсем 40 çултан иртнĕ ветерансемпе вылярĕç. Аслисем чунĕсемпе ватăласшăн марри сисĕнчĕ, вĕсем темиçе хутчен те хапха умне тапăнса пырса гол кĕртмелли майлă самант тума пултарчĕç. Çапах район чысне республикăра хÿтĕленĕ футболистсем хăвăртрах чупрĕç, мечĕке виçĕ хутчен хапхана ăсатрĕç, тăвайсем çĕнтерчĕç (3:1).
Кăштах каннă хыççăнах тăрмăшсемпе вылямалла пулни шиклентермерĕ ветерансене, вĕсем виççĕмĕш вырăншăн çивĕч кĕрешрĕç. Футболла выляс опыт пуррине кăтартса пачĕç ветерансем, мала тухрĕç тухрĕçех (2:0).
Финала кăçал Артем Егоровăн ентешĕсем, енĕшнăрвашсем тухма пултарчĕç. Вĕсем тăвайсемпе вылярĕç. 0:4 шутпа вĕçленчĕ вăйă, район центрĕнчи футболистсем çĕнтерчĕç. А.Егоров футболиста асăнса тунă кубока кăçал тăвайсем çĕнсе илчĕç. Енĕш Нăрвашра пурăнакан çамрăксен футболла выляма стадион çукки те витĕм кÿчĕ ĕнтĕ кунта. Пĕрре–иккĕ вылянипех çитĕнÿ тума çук паллах.
Турнир вĕçленнĕ хыççăн район пуçлăхĕн çумĕ Г.Гаврилов, район администрацийĕн социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ О.Ломоносов, турнирăн спонсорĕ Н.Никитин предприниматель сăмах каларĕç, футболистсене районти физкультурăпа спорта аталантарма пулăшнăшăн, сывă пурнăç нормине тытса пыма хавхалантарнăшăн тав турĕç. Николай Васильевич мала тухнă командăсене укçан преми тата парне парса хавхалантарчĕ. “Çамрăк эколог” кружока çÿрекен ачасене стадиона тасатнăшăн кăмăлсăр хăвармарĕ вăл, пылак çимĕçпе савăнтарчĕ. “Чи лайăх вратарь” ята А.Буинцев (Тăвай), “Чи нумай мечĕк кĕртекен” – А.Антонов (Тăвай), “Чи лайăх хÿтĕлевçĕ” – С.Шерне (ветерансен), “Чи лайăх çурма хÿтĕлевçĕ” ята А.Егоровăн ывăлĕ Артем (Енĕш Нăрваш) тивĕçлĕ пулчĕç. Олег Анатольевич палăртнă футболистсене тата мала тухнă командăсене район администрацийĕн Хисеп грамотисем пачĕ.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"