05 мая 2009 г.
Кăçалхи тухăçшăн (Сельское хозяйство)
Пирĕн “Красная Чувашия” ял хуçалăх производство кооперативĕнче те ака пырать. Çурхи вăхăт хаклă, пулас тухăç мĕнле тăрăшса ĕçленинчен нумай килет. Эпир ку вăхăт тĕлне 40 гектар выльăх апачлĕх пăрçа "кормовые бобы" тата тепĕр çавăн чухлĕ сĕлĕпе пăрçа хутăшĕ акрăмăр. Олег Григорьев механизатор пĕр сеялкăллă агрегатпа тăрăшрĕ çак ĕçсенче. Сеяльщикĕ – Родион Лукин. Вăрлăха Илья Васильев водитель машинăпа турттарса тăрать.
Халĕ ака чарăнса тăмасть, çитес кунсенче вăл ÿсĕнсех пымалла. Çĕр хатĕрлени пур. Çурхи культурăсене 600 гектар таран акса хăварма палăртнă. Хăш-пĕр культурăсене вăрлăхпа пĕрле минераллă удобрени парса акăпăр.
Маларах кĕр тыррисене те удобрени парса апатлантарнă. Вĕсем пирĕн пурĕ 461 гектар.
В.ШУТОВ, тĕп агроном.
Источник: "Ял ĕçченĕ"