30 апреля 2009 г.
Маттур иккен пирĕн кинсем (Культура)
Тăвайĕнчи культурăпа кану центрĕнче мĕнле кăна мероприяти иртмерĕ-ши кăçал; Концерт, спектакль, тĕрлĕ тĕлпулу, кану тата пултарулăх каçĕсем, республикăри семинарсемпе пухусем тата ытти те. Хĕрсем те, каччăсем те пĕрре кăна мар хăйсен маттурлăхне кăтартнă.
Хальхинче вара, иртнĕ юнкун кинсем тухрĕç сцена çине. Шурă кĕпепе пĕркенчĕк тăхăннă хĕрарăмсемпе хĕр çинчен куç илес килмерĕ. Чиперккесене сăнанă май хăш-пĕрисем çамрăклăхне аса илчĕç паллах, мăшăрланманнисене вара çутă пуласлăх хавхалантарчĕ ĕнтĕ.
Çутала-çутала илекен чĕрене икĕ енчен те тĕрлĕ лента ярăмĕсемпе капăрлатнă сцена çинче – пĕр хĕрпе çичĕ кин. “Надежда” суту-илÿ çуртĕнче тăрăшакан Татьяна Зайцева (Тĕмер), Тушкил ял поселенийĕнче ĕçлекен Ирина Филиппова, Сăхăтпуçĕнчи тĕслĕх библиотекин заведующийĕ Наталия Александрова, Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн ĕçченĕ Галина Иванова (качча кайман), Тăвайри тĕп библиотека библиотекарĕ Ирина Дмитриева (Эльпуç), Наталия Тарасова (Мучар), консультаципе диагностика центрĕн работникĕ Лилия Михайлова, “Сахарок” магазин сутуçи Мальвина Сергеева тупăшăва хутшăнма хатĕр. Конкурса ертсе пыракансем – Н.Чайкинапа А.Павлов кинсем хăш уйăхра, ялта çурални, вĕсем мĕн тума юратни пирки пĕлтерчĕç малтан. Çавăн пекех видеокадрсем пулăшнипе асăннă çемьесемпе тĕплĕнрех паллашрăмăр.
Кинсем шурă кĕпе, хура костюм тăхăннă пĕчĕк вĕренекенсемпе çавтăнса тухса хăйсен туй кĕписене кăтартнинчен пуçланчĕ конкурс. Унтан сцена çине çакнă шарсене çурса тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама тиврĕ чиперккесен. Пурте çăмăллăнах тухрĕç кăсăк лару-тăруран. Тăвайри вăтам шкулта кадетсен класĕнче вĕренекенсемпе кинсем вальс ташланă чухне куракансен те вĕсен йышне хутшăнас килчĕ пуль. Мăшăрсене, амăшĕсене, ачисене юратнине пĕлтернĕ самантра çепĕç те ачаш сăмахсем суйларĕç. Г.Ивановапа И. Дмитриева ăшă туйăм пирки чăвашла каласа кăтартни асра юлчĕ. И.Филиппова – пĕчĕк ывăлне, Н.Александрова мăшăрне халалларĕç юрату сăмахĕсене. Тепĕр конкурсĕнче харпăр хăй пĕçернĕ блюдăсем пирки каласа кăтартмалла пулчĕ. Мĕн кăна хатĕрлесе килмен пулĕ Кинсем; Пулă пĕçернĕ, салат тунă, кулич хатĕрленĕ тата ытти те. Л.Михайловапа М.Сергееван, И.Филиппован блюдисене ытларах кăмăлларĕ жюри. Çапла пĕринчен тепри маттуртарах пулма тăрăшрĕç конкурса хутшăнакансем.
Тăхтав вăхăтĕнче культура çуртĕнче ĕçлекен В.Степановпа Г.Ефимов, шкулта вĕренекен А.Кондратьевпа Е.Семенов тĕрлĕ юрăсем шăрантарчĕç.
Пĕрре те çăмăл пулмарĕ жюри членĕсене (ЗАГСра ĕçлекен З.Гавриловапа В.Новикова, В.Чайкин, М.Степанов, А.Сергеев, О.Ломоносов – район администрацийĕн работникĕсем) кинсен пултарулăхне хаклама. Чи нумай бал пухса Тушкил ял поселенийĕнче ĕçлекен И.Филиппова “Çулталăк кинĕ” ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ыттисен маттурлăхне те шута илчĕ жюри, тĕрлĕ номинацисенче хакларĕ. Район администрацийĕн тĕп специалисчĕ В.Чайкин Хисеп грамоти, хаклă парне, чечек çыххи парса хавхалантарчĕ конкурса хутшăннисене, пурне те çемйисенче телей, юрату сунчĕ. “Шимкусский” ЯХПК ертÿçи Ю.Алексеев Ирина Вячеславовнана çĕнтернĕ ятпа саламларĕ.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"