28 апреля 2009 г.
Хăрушсăрлăх – чи кирли (Правопорядок)
Çул çинче пурте тимлĕх ыйтать. Халь машинăсем нумай, куçăм хăвăртлăхĕ пысăк. Çавăнпа тимлĕ пулнинчен тата хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăннинчен, пурнăçланинчен ырри нимĕн те çук. Çак тĕллевпех машинăсем çинче малта ларса пыракансен те, кайри ларкăчсем çинчи пассажирсен те хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнмалла. Ку вăл çул-йĕр правилисене пăхăннине тĕрĕслекенсемшĕн мар, чи малтанах хăвăршăн, пассажирсен хăрушсăрлăхĕшĕн питĕ кирлĕ. Çакна тĕпе хурса, хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнман пассажирсене 100-шер тенкĕ, водителе 500 тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ.
Водительсем машинăпа Тăвай урамĕсенче пысăк хăвăртлăхпа пынине те асăрхама тÿр килет. Ку вăл пысăк йăнăш. Ял урамĕнче хăвăртлăха сехетре 40 километртан ытла ирттерме юрамасть. Ытти ялсенче те çавна пăхăнмалла. Инкек-синкекрен, çул çинче йĕркене пăснинчен сыхланас тесен, çакна çирĕп асра тытмалла.
Мотоциклсемпе çеç мар, мопедсемпе çÿрекенсен те çул çинче каскăпа пулмалла. Мопедпа 14 çула çитнисен тата унтан аслăраххисен çеç çÿреме юрать. Асăннă йĕркесене пăхăнманнисене административлă яваплăх тыттарма, штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Çуран çÿрекенсен тротуарпа çÿремелле. Машинăсен водителĕсен çынсем çул урлă каçса çÿремелли вырăнсенче, знаксем пур çĕрте чарăнса вĕсене çул урлă чăрмавсăр, хăрушлăхсăр каçма май памалла. Ытти çĕрте те çуран çÿрекенсемпе тимлĕ, асăрхануллă пулмалла, çул урлă чăрмавсăр каçма пулăшмалла.
Тепĕр чухне водительсем хăйсен машинисене шыв колонкисем патĕнче, шывсен хĕрринче çунине асăрхама пулать. Ун пек тума, варалама юрамасть, уншăн водителе пысăк штраф параççĕ. Штрафран ытла хăйĕн те çавнашкал тума юраманнине ăнланни, тÿрĕ кăмăллă, йĕркеллĕ пулни кирлĕ.
А.ГЕРАСИМОВ, ГИБДДн районти уйрăмĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"