АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредит илни пулăшнă (Строительство, общество)

28 апреля 2009 г.

Кредит илни пулăшнă (Строительство, общество)
Пурăнмалли çурт-йĕр çавăрасси пысăк укçа-тенкĕсĕр пулмасть ĕнтĕ хальхи пурнăçра. Çавăнпа çĕнĕ пÿрт-çурт лартса Чутей ялĕнче тĕпленсе пурăнма шухăш тытсан Валентина Викторовнапа Алексей Валерьянович Куприяновсем Тăвайри Перекет банкĕнчен 2006 çулхи август уйăхĕнче 300 пин тенкĕлĕх “Çамрăк çемье” кредит илнĕ. Паллах, ку укçа-тенкĕ те çителĕксĕр пулнă çурта туса пĕтерсе пурăнма кĕме. Çавăнпа хăйсен те чылай хушма тивнĕ. “Анчах Перекет банкĕн кредичĕ пысăк пулăшу пулчĕ пирĕншĕн”, – тет халĕ Валентина Викторовна. Тепĕр çултан пурăнма кĕнĕ вĕсем çĕнĕ çурта. Вăл çут çанталăк газĕпе ăшăнать, пÿртех шыв кĕрет.
Валентина Куприяновна Чутей ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшать. Мăшăрĕ Алексей Валерьянович малтан Мускава ĕçлеме çÿренĕ, халĕ килтех. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ: виçĕ вăкăр, 2 сысна, 1 ĕне. Икĕ хĕр Куприяновсен. Асли тăваттăмĕш класа çÿрет, отличница. Тепри – пиллĕкре.
И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика