24 апреля 2009 г.
Тирпей-илем – хамăршăн (Экология, общество)
Ку статьяна çырасах та теменччĕ-ха та, анчах шухăшласа çÿренĕ хыççăн çырмаллах пулĕ терĕм. Нумаях пулмасть “Ял ĕçченĕ” хаçатра урамсене, пÿртсен умĕсене тирпей-илем кĕртес пирки статьясем пичетленчĕç. Вĕсене вуланă тата тинтерех Тăвайĕнче пулнă хыççăн, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм эпĕ, тарăн шухăша путрăм. Ара пире, ялта пурăнакансене, никам та киле пырса пÿрт умĕсене, урамсене тасатса памасть-çке, пахчи-картисене те хамăрах тытатпăр, вăй çитсен сăрлатпăр та. Манăн Тăвайри Ленин проспектĕнчи нумай хваттерлĕ 52-мĕш çурт умĕпе иртмелле пулчĕ. Çавăн чухне çакна асăрхарăм: кунта пурăнакансем пилĕк-ултă метр тăршшĕ карта та тытайми пулнă-ши вара; Е ку çуртра ĕçлеме пултаракан çынсем вуçех юлман; Вĕсемшĕн пите хĕретсе иртрĕм асăннă çурт умĕнчен. Такам туса парасса кăна кĕтсе пурăнмалла мар-çке пурнăçра. Хăйсем карта тытаймасан е ăна юсаса тÿрлетме пултараймасан, укçа пуçтарса та пулин тутармалла пек.
Акă юнашарти çуртрах пÿрт умне тимĕр сеткăсемпе тытса çавăрнă. Вĕсене кам та пулса пулăшнă-шим çак ĕçре; Ман шутпа, ăна хăйсен вăйĕпех тунă пек курăнать. Тĕрĕс, хальхи пурнăçра кама шанса лармалла, хамăр пурăнакан вырăна хамăрăнах тирпей-илем кĕртме тăрăшмалла. Хамăршăн-çке!
Пĕр нумай хваттерлĕ çурт умĕнче, чÿречисем тĕлĕнче, пĕлтĕрхи çум курăксем тем çÿллĕш карăнса ларни те питĕ тĕлĕнтерчĕ. Хĕл те çавăн пекех каçнă ĕнтĕ вĕсем. Çав тери наяна кайман пулĕ те унта пурăнакансем.
Кăçал тата Тăвайĕнчи нумай хваттерлĕ хăш-пĕр çуртсене капиталлă юсав тăвасси çинчен те “Ял ĕçченĕ” хаçатра тăтăшах вуласа пĕлетпĕр. Çакăншăн асăннă çуртсенче пурăнакансенчен çурта юсав тума тухакан суммăн пилĕк процентне илеççĕ имĕш. Анчах хваттерĕсем хăйсен харпăрлăхĕ пулсан та, патшалăх юсав тума кирлĕ укçа-тенкĕн 95 проценчĕ таран парса пулăшсан та, вĕсем çав пилĕк процента та тÿлесшĕн мар иккен. Эх, пиреччĕ, ялта пурăнакансене, çавăн пек пулăшу. Пирĕн пĕтĕмпех хамăр шутран хамăрăн тумалла. Çавăнпа унашкал юсав туса пама тăрăшнăшăн нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен, ман шутпа, патшалăха, администрацие, хăйсемшĕн ăшталанса çÿрекенсене тав тумалла, вĕсене çак ырă ĕçре пулăшса пымалла пек туйăнать.
Çапах та ыррине кăна сунатăп вĕсене, хăвăртрах юсавсем туса ирттерсе, хăтлă çуртсенче кăна пурăнмалла пултăр.
В.ИВАНОВ, ялта пурăнакан.
Источник: "Ял ĕçченĕ"