24 апреля 2009 г.
Тюмеревец” ĕç бригади (Образование, общество)
Çулсеренех районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă Тĕмер шкулĕнче вĕренекенсен ĕç бригадине йĕркелеççĕ. Акă нумаях пулмасть “Тюмеревец” ятлă ушкăн ĕçе пуçăнчĕ. Хаваспах хутшăнаççĕ ĕçе ачасем. Çапла пулмасăр: пушă вăхăт та усăллă иртет, укçи те кăштах тыткаламалăх пулать. Виçĕ эрне хушшинче чылай ĕç тума ĕлкĕрчĕç: ĕçпе вăрçă ветеранĕсене кил хуçалăхра пулăшрĕç, палăксен умĕсене, шкул территорине çÿп-çапран тасатрĕç.
Тĕмерте вăрçă ветеранĕсем иккĕн çеç тăрса юлнă. Вĕсене çамрăксем шефа илнĕ. Шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă педагогсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. “Тюмеревецсем” ватăсем патне çитсе кил-тĕрĕшри ĕçсене вăхăтра тума тăрăшаççĕ: кил картисене, урамсене шăлса тасатаççĕ, урай çăваççĕ, витесенчен тислĕк кăлараççĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕсем – Петр Осипович, Ольга Трофимовна, Зоя Емельяновна, Юлия Ивановна, Мария Гавриловна ачасен ĕçĕпе кăмăллă юлса ăшшăн тав турĕç. Ватăсене пулăшнисĕр пуçне шкул территорине, палăксене тирпей-илем кĕртме хутшăнаççĕ.
Маттур, ачасем!
Р.ЯКУРКИНА. Тĕмер ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"