АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Партин отчетпа суйлав конференцийĕнче (Общество)

24 апреля 2009 г.

Партин отчетпа суйлав конференцийĕнче (Общество)
Апрелĕн 20-мĕшĕнче “Единая Россия” политика партийĕн Тăвайри уйрăмĕ отчетпа суйлав конференцийĕ ирттерчĕ. Делегатсем вырăнти политканаш, контрольпе ревизи комиссийĕн отчечĕсене итлесе çирĕплетнĕ, политканаш, контрольпе ревизи комиссийĕн членĕсене тата партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн ХV конференцине хутшăнма делегатсем суйланă, вырăнти контрольпе ревизи комиссийĕ çинчен калакан Положение çирĕплетнĕ.
Конференцие 32 делегат, çав шутра партин пуçламăш уйрăмĕсен пĕрлехи пухăвĕсенче суйланнисем, вырăнти политканаш тата контрольпе ревизи комиссийĕн членĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Конференцире партин регионти ĕçтăвком сотрудникĕсем В.Скворцовпа А.Воробьев пулчĕç.
Делегатсене партин вырăнти уйрăмĕ епле ĕçлесе пыни çинчен вырăнти политканаш секретарĕ В.Шакров отчет туса пачĕ. Контрольпе ревизи комиссийĕн отчечĕпе председатель çумĕ А.Сергеев паллаштарчĕ.
Отчетлă докладсене сÿтсе явнă май политканаш секретарĕн çумĕ В.Ванерке, партин Тĕмерти пуçламăш уйрăмĕн канашĕн секретарĕ С.Ярхунова, “Çамрăк гвардин” вырăнти уйрăмĕн ертÿçи А.Шакин тухса калаçнă.
Парти членĕсемпе вĕсен майлисен РФ правительствин кризисран тухмалли Программине пурнăçа кĕртес ĕçсене хастар хутшăнасси вырăнти тата пуçламăш уйрăмсем умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри, тесе палăртнă конференцире. Парти членĕсен çавăн пекех “Единая Россия” йĕркелесе ирттерекен мероприятисенчен, Чăваш Республикин 2020 çулччен йышăннă экономикăпа социаллă аталану Стратегине халăх хушшинче ăнлантарас ĕçсенчен айккинче тăмалла мар, вырăнти тата пуçламăш уйрăмсене организаципе политика тĕлĕшĕнчен çирĕплетес, парти ретне пахалăх тĕлĕшĕнчен лайăхлатас, унăн йышне сумлă çынсене илсе тĕреклетес тата ытти тĕллевсем лартнă.
И.ПЕТРОВА, “Единая Россия” партин вырăнти ĕçтăвкомĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика