21 апреля 2009 г.
Пысăк укçашăн тапăнаççĕ (Правопорядок)
Кризис тапхăрĕнче нумай çын ĕç вырăнне çухатать, тупăш илмелли яланхи çăлкуçсăр тăрса юлать. Пурнăç вара хĕсет, укçа-тенкĕ тупмалли майсем шырама хистет. Кунашкал лару-тăрура çынсем йăнăш çул çине тăрасси те инçе мар. Хăш-пĕрисем çапла майпа кукăр çул çине тухаççĕ те.
Телевизорпа час-часах инкассаторсене тапăннине, банкран пысăк укçа илекенсене çаратнине кăтартаççĕ. Вĕсем пирĕн республикăшăн та çĕнĕ тĕслĕх мар. Ытларах банксенчен пысăк укçапа тухакан бухгалтерсемпе кассирсем, бизнесменсем нуша кураççĕ, инкеке лекеççĕ. Пĕччен, хуралсăр-мĕнсĕр сахал мар укçа-тенкĕпе пыракан çын преступниксен çăмăл тупăшĕ пулса тăрать те. Вĕсем, укçа сумккине туртса илсе, çăмăллăнах тарса ÿкеççĕ.
Çапла ан пултăр тесен, хальхи пурнăçра питĕ сыхланни кирлĕ. Чи малтанах пысăк сумма илме банксене пĕччен ан çÿрĕр. Тÿрĕ мар шухăшлă çын сире тÿрех уйăрса илĕ. Çавăнпа предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисен бухгалтерсемпе кассирсене банкран укçа илме пĕчченшерĕн мар, иккĕн-виççĕн е машинăпа яма тăрăшмалла. Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ. Пĕр-пĕр кун ĕç укçи е пысăк суммăлăх кредит илесси пирки малтанах нумай çынна пĕлтерсе хуманни те лайăх. Пĕчĕк мар суммăна шалти кĕсъене е хĕве чиксен шанчăклăрах. Йывăр лару-тăрура ямăттине хапсăнакансем яланах тупăнаççĕ. Çавăнпа тимлĕ пулни хăвăрăн сыхлăха ÿстерет.
Б.БОРИСОВ, районти шалти ĕçсен пайĕн уголовнăй розыск начальникĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"