21 апреля 2009 г.
Апатлантарчĕç, сÿрелерĕç (Сельское хозяйство)
Кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсем массăллă пуçланнă теме çук-ха хальлĕхе. Иртнĕ кунсенче юр та çуса пачĕ авă. Апла пулин те, меллĕ вăхăтсемпе усă курса, “Акконд–агро” фирма” обществăри çĕр ĕçлекенсем уйрăм лаптăксем çинче кĕр калчисене апатлантарма та, нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелеме те май тупрĕç. Çапла икĕ агрегатпа – Вячеслав Семенов ДТ–75 тата Александр Афанасьев МТЗ–1221 тракторсемпе икĕ ретлĕ сÿрепе 100 гектар ытла люцерна сÿрелерĕç. Юрий Яковлев механизатор вара МТЗ–82 тракторпа тата МХ–1200 разбрасывательпе 400 гектар ытла кĕр калчине минераллă удобрени парса апатлантарма ĕлкĕрчĕ. Çурхи нÿрĕкпе ÿсентăран удобрение хăвăртрах илĕ, вăй хушĕ. Минераллă удобрение агрегат патне Николай Михайлов водитель ЗИЛ машинăпа турттарса тăчĕ. Куратпăр, ĕçлесен ÿсĕнет.
Н.КРАСНОВ, районти тĕп агроном.
Источник: "Ял ĕçченĕ"