АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çурхи Ырă ĕçсен эрни” акци (Общество)

17 апреля 2009 г.

“Çурхи Ырă ĕçсен эрни” акци (Общество)
Тăвай районĕнче 2009 çулхи апрелĕн 18–26-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри çамрăксен кунĕсен, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çамрăксен çулталăкĕ тесе пĕлтернин картинче “Ырă ĕçсемпе – тĕнчери культура патне” девизпа Пĕтĕм Раççейри “Çурхи Ырă ĕçсен эрни” ирĕклĕ акци ирттереççĕ.
Çурхи Ырă ĕçсен эрнине Пĕтĕм Раççейри доброволецсен эрни пек 1997 çултанпа апрелĕн виççĕмĕш е тăваттăмĕш эрнинче ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ – нушаллă çынсене вăй çитнĕ таран пулăшасси тата обществăшăн харпăр хăй ирĕкĕпе ĕçлессин усăллă идейисене пропагандăласси. Пирĕн районта акцие район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ тата районти Çамрăксен Правительстви пуçарнă.
Эрне хушшинче 25 яхăн тĕрлĕ мероприятие, проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртме палăртнă, вĕсен шутĕнче – садсемпе скверсене тирпейлесе йĕркелемелли, йывăçсемпе тĕмсем лартмалли субботниксем ирттересси, культура памятникĕсен территорине типтерлесси, массăллă экологи субботникĕсем йĕркелесси, ырăлăх урокĕсем, ырă ĕçсен пĕлтерĕшĕ çинчен дискуссисем, “Ырăлăх”, “Ырă кăмăл”, “Пăшăрхану”, “Хире-хирĕç пулăшу” темăсемпе сочиненисен, сăвăсен, ÿкерчĕксен, плакатсен конкурсĕсем, тăлăх ачасемпе тупăш сахал илекен çемьесенчи ачасем валли кĕнекесем, теттесем пухмалли акци, кил-çуртсене, картишсене тасатса пулăшмалли “Таса чÿречесем” тата “Пирĕн кил-çурт çуркуннене кĕтсе илет” акцисем ирттересси, Ырăлăх аллейисем хывасси, “Ырă тăвасси – кăмăллă ĕç” девизпа доброволецсен отрячĕсен ĕç десанчĕсем пуçарасси, палăксен тата историллĕ вырăнсен кунĕ тĕлне килекен “Мухтав” акци палăртасси тата ытти те.
Çавăн пекех эрне тăршшĕпех “Ырăлăх хĕрÿ линийĕ” ятарлă проект ĕçлĕ. Сире пулăшу кирлĕ пулсан, ырă ĕç тума ĕмĕтленетĕр е тĕрек, хÿтлĕх кирлĕ çынсемшĕн тимлекен, тăрăшакан çын çинчен каласа парас тетĕр пулсан, асăннă хĕрÿ лини услугипе усă курăр. Телефон номерĕсем – 2–15–38 е 2–14–98.
Н.ЧАЙКИНА, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика