17 апреля 2009 г.
Çĕрулмине яровизацилеççĕ (Сельское хозяйство)
Çĕрулми тупăшлă культура пулсан та, хальхи вăхăтра ăна районта ĕлĕкхи пек пур хуçалăхра та лартса тумаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ вара çĕр ĕçлекенсем умне çуллен пĕр миллион тонна тырă тата пĕр миллион тонна çĕрулми туса илмешкĕн задача лартрĕ. Ку тĕллеве пурнăçлама, паллах, районти çĕр ĕçлекенсем те тÿпе хывĕç. Кăçал “иккĕмĕш çăкăра” районти сакăр ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен фермер хуçалăхĕнче лартса çитĕнтерме кăмăл тунă. Çав шутран Çăлпуçĕнчи “Родник” обществăра ун валли кăçал та иртнĕ çулсенчи пекех сахал мар лаптăк уйăрĕç. Кунта çĕрулми вăрлăхне яровизацие кăларса хума тăрăшнă та ĕнтĕ, ку вăхăт тĕлне 300 тонна кăларнă.
Л.Канясев фермер хуçалăхĕнче те 50 тонна вăрлăха яровизацие хунă.
Çĕрулмине кăçал та, яланхи пекех, çынсем харпăр хăй хушма хуçалăхĕсенче чылай лартса тăвĕç.
Н.КРАСНОВ, районти тĕп агроном.
Источник: "Ял ĕçченĕ"