АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кама – машина, кама – ... (Общество)

14 апреля 2009 г.

Кама – машина, кама – ... (Общество)
Хаяр вăрçă кунĕсем шав каялла юлса пыраççĕ. Çитес çул акă Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарать. Çулсем иртнĕ май фронтовиксен йышĕ те палăрмалла сахалланчĕ. Тĕмер ял поселенийĕпе пурĕ те 4 участник кăна тăрса юлчĕ. Тепĕр чух тĕлĕнетĕп, мĕнле чĕрĕ юлма пултарнă-ши; Эпĕ, çурран çарта пулнă та, чи хăрушă вырăнсенче çапăçнă темелле. Халĕ те хăлхара снарядсем шартлатса çурăлнă, пульăсем чăвлатса вĕçнĕ сасă тăрать. Юнашар пыракан салтак утнă çĕртех лап! ÿкет, тепри, аманнăскер, ахлатса пулăшу ыйтать. Çавах та çав хăрушă вăрçăра, ниме пăхмасăр, пирĕн çĕршыв, совет халăхĕ çĕнтерчĕ. Вăрçăра юхăннă халăх хуçалăхне кĕске вăхăтра ура çине тăратса çĕнĕ пурнăç йĕркелесе ячĕç совет çыннисем. Хуласемпе заводсем, больницăсемпе шкулсем, культура керменĕсем çĕкленчĕç. Тулли, тулăх пурнăçпа пурăнма тытăнчĕ ял çынни те. Вăрçă вăхăтĕнче ăна та йывăр килнĕ. Миçе тĕрлĕ налог тÿлеттернĕ. Килте выçă юлсан та, чи малтан патшалăха ямалла пулнă тыррине те, ашне те. “Кашни килтен 44 кг какай, 120 çăмарта, ĕнеллисен 220 л сĕт пама тивнĕ. Ача çук мăшăрсенчен те налог тытнă. Тата ял хуçалăх ĕçĕ епле йывăр пулнă вăрçă çулĕсенче( Вăй питти арçынсемпе лашасем – фронтра. Вăкăрсемпе ĕнесене кÿлсе сухаланă. Пĕр тăваткал метр çĕре те акмасăр хăварман. Халĕ вара намăс, техника пур пулсан та, ăçта пăхатăн – унта мăян-пиçен кашлать. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх йышĕ те нумай чакнă.
Патшалăх вăрçă асапĕ тÿснĕ çынсене пулăшмасть мар-ха. Вăрçа хутшăннисем пысăкрах пенси илеççĕ. Уншăн вĕчĕрхенме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен фронтовик пурнăçпа вилĕм хушшинче çÿренĕ. Вăрçă инваличĕсене патшалăх çăмăл машинăсемпе те тÿлевсĕр тивĕçтерет. Анчах каллех пĕр çитменлĕх пур çак ĕçре. Кам 2005 çулхи мартчен заявлени парса ĕлкĕреймен, вĕсене ун хыççăн черете тăратмаççĕ. Инвалидăн вара черет кĕтме вăхăт çук. Вăл паян пур та, ыранах «автансăр ялта». Мĕн чухлĕ вăрçă паттăрĕ çав черете кĕтсе илеймесĕрех пурнăçран уйрăлчĕ. Тата, ман пеккисем, телее валеçнĕ чух килте пулманнисем, “çывăрса юлнисем” мĕн чухлĕ; Вĕсене халĕ черете те тăратмаççĕ. “Пуйăс иртсе кайнă”, теейреççĕ. Патшалăхăн çавăн пек кÿрентермелле-и-ха вăрçă асапĕ витĕр тухнă, анчах черете тăрса ĕлкĕреймен çынсене; Капла вĕт: “Кама – машина, кама – пÿрне хушши...” тенĕ пек пулса тухать.
П.АНАНЬЕВ, II ушкăнри вăрçă инваличĕ. Тĕмер ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика