14 апреля 2009 г.
Ĕçлев сыхлавĕн уйăхлăхĕ (Социальная сфера)
2009 çулхи апрелĕн 1–30-мĕшĕсенче районти предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче ĕçлев сыхлавĕн условийĕсене лайăхлатассипе уйăхлăх ирттереççĕ. Ăна ĕçлев сыхлавĕн законодательстви ыйтнисене, профилактика мероприятийĕсене пурнăçлас тĕллевпе тата çавăн пекех ĕçсене хăрушлăхсăр туса пынине, ĕçлекенсене ятарлă тум-тирпе, атă-пушмакпа тата харпăр хăйне хÿтĕлемелли хатĕрсемпе нормăпа çирĕплетнĕ пек тивĕçтернине, йăлапа санитари тата сиплевпе профилактика ĕçĕсене епле йĕркеленине тĕрĕслеме ирттереççĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче вĕсем мĕнле харпăрлăхра тата организаципе право тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине пăхмасăр ĕç ушкăнĕсем туса хураççĕ. Ушкăнсене ĕçлев сыхлавĕшĕн яваплă çынсемпе профсоюз организацийĕсен представителĕсене кĕртеççĕ.
Уйăхлăх вăхăтĕнче ĕç коллективĕсенче пухусем ирттереççĕ, вĕсенче ĕçлев сыхлавĕн законодательствине, нормативлă требованисене ăнлантарса параççĕ, ĕçлев сыхлавĕпе ĕç условийĕсене лайăхлатассипе тимлеççĕ.
Уйăхлăх итогĕсене районти организацисемпе предприятисенче, учрежденисенче ĕç коллективĕсен пухăвĕсенче отчет туса парса тата ăна сÿтсе явса пĕтĕмлетеççĕ тата районти ĕçлев сыхлавĕн координаци канашне параççĕ.
Тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче конкретлă сĕнÿсемпе пĕрле представленисем тăратаççĕ.
Ертÿçĕсене, ĕçлев сыхлавĕн специалисчĕсене, предприятисемпе организацисенчи яваплă çынсене уйăхлăх вăхăтĕнче ĕçлев сыхлавĕпе хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем, ĕç условийĕсене малалла лайăхлатасси çине уйрăм тимлĕх хума, вĕсене тивĕçлĕ татса пама ыйтатпăр.
С.ПОРФИРЬЕВА, районти халăха социаллă хÿтлĕх парассипе ĕçлекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"