14 апреля 2009 г.
Счет уçнă, укçа-тенкĕ хываççĕ (Общество)
Палăксемпе обелисксене юсаса тирпей-илем кĕртес, вăрçă паттăрĕсемпе салтак арăмĕсене асăнмалăх парнесемпе чыслас, массăллă мероприятисем йĕркелес тĕллевпе перекет банкĕнче уçнă счет çине укçа хывма пуçланă. Чăн малтан пархатарлă ĕçе район пуçлăхĕ Н.И.Иванов пуçăнчĕ. Районти пенси уйрăмĕнче, финанс пайĕнче, Йăнтăрчă ял поселенинче ĕçлекенсем пĕр кунхи ĕç укçине çав счет çине куçарнă.
И.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"