07 апреля 2009 г.
Администраци кубока вĕçертмест (Спорт)
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче 7 волейбол команди район пуçлăхĕн кубокĕшĕн кĕрешĕве тухрĕ. Çав шутра район администрацийĕн, ял поселенийĕн пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсен, шкул директорĕсемпе хушма пĕлÿ паракан учрежденисен, ял хуçалăх предприятийĕсен тата муниципаллă учрежденисен, федераллă тата республикăри службăсенче ĕçлекенсен, культурăпа сывлăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен. Ăмăртусене кăçалхипе 7-мĕш хут йĕркелерĕç. Кубока иртнĕ çулхи пекех район администрацийĕнче ĕçлекенсем çĕнсе илчĕç. Команда чысне район пуçлăхĕ Н.Иванов, унăн çумĕ Г.Гаврилов, администраци ĕçĕсен управляющийĕ В.Ильин тата ыттисем хÿтĕлерĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен 2-мĕш, шкул директорĕсем 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Кашни командăран чи пултаруллă волейболиста палăртнă. Вĕсен шутĕнче В.Ильин (райадминистраци), ял поселенийĕсен командинчен И.Филиппова (Тушкил), шкул директорĕсенчен С.Кириллов (Пуянкасси), ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисенчен Ю.Алексеев (Тушкил), сывлăх сыхлавĕпе культура учрежденийĕсенчен Л.Шартова (Ишпуç), федераллă тата республикăри службăсенчен Н.Шакрова (шалти ĕçсен пайĕ).
О.ЛОМОНОСОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"