АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркÿ çурчĕ пулăшу кĕтет (Общество)

07 апреля 2009 г.

Чиркÿ çурчĕ пулăшу кĕтет (Общество)
Çанталăк самаях ăшăтрĕ. Хĕвел те тăтăшах сапалать çĕр çине хăйĕн çутă пайăркисене. Кураксем, шăнкăрчсем тата ытти кайăксем вĕçсе килчĕç. Сăртсене хура сăн çапрĕ ĕнтĕ. Юр ирĕлнĕ май юханшывсем те тулса юхма пуçларĕç. Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет çапла. Çынсем те çуракине пикенсех хатĕрленеççĕ, пахчасенче те тĕрлĕ ĕç пуçланĕ кĕçех. Туса пĕтереймен çĕнĕ çуртсенчи ĕçсене малалла тăсĕç районта пурăнакансем. Тăвайри Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ çуртне 2008 çулта хăпартса лартрĕç, çÿлте хĕресĕ те пур ĕнтĕ. Анчах тăррине витмелле, шалти ĕçсене пурнăçламалла. Йышпа пĕрле тусан, укçа-тенкĕпе пулăшсан, ĕç кал-калрах пулса пырĕ. Халь унта ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Кашни ăшă кунпа усă курма тăрăшаççĕ ĕçлекенсем.
Мăнкунччен кашни эрнерех канмалли кунсенче кивĕ чиркÿре кĕлĕ ирттерет халь Николай атте. “Турă умĕнче хамăршăн сăваплă ĕç тума тăрăшмалла”, – тет вăл. Турăшсем çинчен, чиркÿре харпăр хăйне мĕнле тытмалли, ĕненекенсен кулленхи йăли-йĕрки пирки те каласа кăтартать. Пурнăç çулĕ тăрăх ĕненÿпе утакана малалла кайма çăмăлрах пулнине те палăртать Николай атте.
Тăвай чиркĕвĕ – прихутшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ стройка. Ăна хăвăртрах вĕçлесси пирĕнтен кашнинчен те килет. Май пур таран пулăшар ăна туса пĕтерсе хута яма. Турă умĕнчи сăваплă ĕçрен айккинче юлар мар.
И.ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика